АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял хуçалăхĕ

20 января 2017 г.

 Чăваш Ен

  • 2016 çулта республикăри тĕрлĕ харпăрлăхлă хуçалăхсенче туса илнĕ продукци калăпăшĕ 47 млрд тенкĕпе танлашнă (2015 çулхинчен 102,8 процент).
  • Тĕштырă 609,2 пин тонна çапса тĕшĕленĕ. Ку вăл - юлашки вунпилĕк çул хушшинчи чи пысăк кăтарту.
  • Аш-какай 117 пин тонна (101,6 процент) хатĕрленĕ. Сĕт сăвасси те ỹснĕ - 425 пин тонна (100,2 процент). Çăмарта илесси вара кăштах чакнă - 232,7 млн штук (99,6 процент).
  • Республикăра 11 пин тонна çĕрулми вырнаçмалăх 10 управ тума, юсама вăй çитернĕ. Çакна валли 108 млн. тенкĕ тăкакланă.
  • Пĕлтĕр ял хуçалăх предприятийĕсен 91,2 проценчĕ тупăшлă ĕçленĕ (2015 çултинчен 4,4 процент ытларах). Çĕр ĕçченĕсемпе вăрман хуçалăхĕнче тăрăшакансен вăтам ĕç укçи 15885 тенкĕпе танлашнă.

Тăвай Ен  

  • Районĕпе 2016 çулта пурĕ 21,2 пин тонна тырă пухса кĕртнĕ.
  • Сĕт туса илесси 11335,6 тоннăна, е умĕнхи çулхин 109,8 процентне, ĕнесен вăтам продуктивлăхĕ 5466 (105,2 процент) килограма çитнĕ.
  • Аш-какай хисепĕ 365,5 тоннăпа (115,6 процент) танлашнă.
  • Районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен фермер хуçалăхĕсенче пĕлтĕр мăйракаллă шултра выльăхсен йышĕ 7,9 процент ỹснĕ, пурĕ 4839 пуçа çитнĕ. Çав шутра сăвакан ĕнесем - 2130 пуç (ỹсĕм - 103,5 процент).

 

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика