АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăçалхи çĕнĕлĕхсем

20 января 2017 г.

 

  • 2017 çултан пуçласа патшалăх тата муниципалитет служащийĕсен пенси çулĕ ỹсет, хĕрарăмсен - 63, арçынсен - 65 çулччен.
  • Кăçалхи нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнчен страхлав пенсине индексацилеççĕ. РФ Пенси фончĕ палăртнă тăрăх, вăл 5,8 процент ỹсĕ. Анчах çакă ĕçлемен пенсионерсене çеç пырса тивет.
  • Кăрлач уйăхĕн 9-мĕшĕнчен пуçласа вара пĕтĕм пенсионер 5-шер пин тенкĕ укçа (пĕр хутчен) илме пуçланă. Ăна пенсипе пĕрле параççĕ. Çав пулăшăва Раççейре пурăнакансем çеç тивĕçеççĕ.
  • Ĕçлекен пенсионерсемшĕн те ырă хыпар пур - çурла уйăхĕнче вĕсен пенсине çĕнĕрен шутлĕç. Вăл та 235 тенкĕ чухлĕ ỹсĕ.
  • 2017 çулта Раççейре автомобиль хакĕ палăрмаллах ỹсĕ. Экспертсем палăртнă тăрăх, ытларах ют çĕршывра кăларнисем хакланĕç.
  • 2017 çулхи утă уйăхĕнчен ĕç укçин чи пĕчĕк виçи 7500 тенкĕрен 7800 тенкĕ таран пысăкланĕ.
  • 12 çула çитичченхи ачасене автомобильпе илсе çỹрес тĕлĕшпе çул-йĕр правилисене улшăну кĕртнĕ май, кăçалхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çĕнĕ йĕрке вăя кĕрет. 7 çула çитичченхи шăпăрлансене салонра пĕр минута та пĕччен хăварма юрамасть, 500 тенкĕ штрафлаççĕ.
  • Çĕнĕ çултан 7 çултан аслăрах ачасене çăмăл машинăн хыçалти ларкăчĕнче автокреслосăрах илсе çỹреме юрать. Анчах та 12 çула çитичченхи ачасене малти ларкăчра илсе çỹренĕ чухне ача-пăча кресли пулмалла.
  • 2017 çулта сăра-эрех, табак, эмел, топливо, транспорт çăмăллăхĕсем, коммуналлă пулăшу ĕçĕсен тарифĕсем ỹсеççĕ. Сăмахран, сăра-эрех, табак хакĕ 20-45 процент хăпарĕ.
  • Амăшĕн капиталне 2017 çулта та индексацилемеççĕ (2020 çулчченех). Унăн виçи кăçал 453026 тенкĕпе танлашать. Ăна юлашки хут 2015 çулта индексациленĕ. Ун чухне сертификат хакĕ 429 пин тенкĕрен 453 пин тенкĕ таран ỹснĕ. Аса илтеретпĕр, 2007 çулта унăн виçи 250 пин тенкĕ пулнă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика