20 января 2017 г.
Агропромышленноç комплексĕн ветеранĕсен республикăри Союзĕн Тăвай районĕнчи уйрăмĕн пухăвĕ пулса иртнĕ çак кунсенче.
Иртнĕ çулхи ĕç итогĕсене уйрăм ертỹçи М.Я.Яковлев пĕтĕмлетнĕ. Чи курăмлă ĕçсенчен çаксене палăртмалла: районти уйрăм членĕсен йышне икĕ хут ỹстерме май килнĕ. Çавăнпа пĕрлех ветерансен Союзĕ районти паллă ертỹçĕсем - В.Д.Данилов (Енĕш Нăрваш) тата Д.А.Александров (Тенеялĕ) пурăннă çуртсем çине асăну хăмисем туса вырнаçтарас ĕçе хăйĕн тỹпине хывнă. Союз йĕркеленнĕренпе вуншар хисепе тивĕçлĕ ветеран патне килĕсене çитсе тимлĕх уйăрнă.
Ветерансен Союзĕн председателĕ республикăри мероприятисене те хутшăнмасăр юлман. Унта çитсе килме район администрацийĕ майсем туса панине палăртса хăварни вырăнлă.
Пухăннисем, пĕр кăмăллă пулса, АПК ветеранĕсен Союзĕн районти уйрăмне ертсе пыма М.Я.Яковлевах шаннă.
Л.ПАВЛОВА