20 января 2017 г.
Авалхи асаттесемпе асаннесем кашни уява çут çанталăкри пĕр-пĕр пулăмпа е вăхăтпа çыхăнтарнă. Халăх хушшинчи, ялти, çемьери йăла-йĕркесене çирĕп пăхăнса пурăннă чăвашсем. Ку ĕнтĕ çырса хуман законсем пулнă. Йăла-йĕркесем пулас ăрăва ăса вĕрентсе пынă: ваттисене хисеплеме, ĕçе юратма, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнма, çут çанталăка упрама хăнăхтарнă. Çак вăхăтрах çамрăксен юрлама-ташлама, савăнма пĕлнисĕр пуçне, ăста та пултаруллă пулмалла пулнă.
Кăрлач уйăхĕ - сивĕ уйăх, шăп та лăп ал ĕç тумалли вăхăт, тăхăнмалли, çи-пуç хатĕрлемелли кунсем: пир тĕртмелле, кăçатă пусмалла, çип арламалла, чăлха-нуски çыхмалла, тĕрĕ тĕрлемелле тата нумай-нумай ĕç туса ĕлкĕрмелле пулнă хĕл каçа. Ĕлĕкхи çынсем хăйсен аллисемпе хатĕрленĕ тумтир тăхăнса пурăннă, хăйсем хатĕрленĕ çимĕç çинĕ. Хатĕрлеймесен çĕтĕк-çурăк та выçă юлан.
Тулта шартлама сивĕ. Ача-пăча хутла вĕреннĕ, юмах-халап итленĕ. Яшсем, хĕрсем улах ларнă, ал ĕç тунă. Çамрăксем раштав, сурхури, кăшарни, çветке вăййисем çитессе шутсăрах кĕтнĕ.
Хĕл уйăхĕ виç уйăх - раштав, кăрлач, пĕр нарăс. Çамрăк ĕмĕр пĕр хуйăх, савăнар-ха пĕр харăс, _ тесе юрланă çамрăксем.
Сурхури ирттересси авалхи чăвашсен çулталăк календарĕнче пĕрремĕш уяв шутланнă. Каярахри тапхăрта чăвашсен сурхурийĕ вырăссен Раштавĕпе пĕр килнĕ. Чăвашсемпе юнашар пурăнакан халăхсен вăййисем те пирĕннипе пĕр майлăрах. Вĕсем те çветке тăхăнаççĕ, юмăç яраççĕ, ташласа-юрласа килтен киле çỹреççĕ.
Сурхури уявне ача-пăча килрен киле çỹренĕ. Тарават хуçисене мухтаса хăварнă, тимĕр пăрçа пек хытă çынсене такмакласа питленĕ. Сурхури ачисене килсерен ырă çимĕç пама тăрăшнă. Авалтан килекен йăла тăрăх, сурхури ачисене начар пăхсан выльăх-чĕрлĕх хунаман, çул такăнса пынă.
Сурхури, сурхури!
Сурăхсем путек туччăр-и,
Арăмсем ача туччăр-и,
Хĕрсем хĕсĕр юлччăр-и,
Пăрçи çỹллĕ пултăр-и? - тесе такмакласа кил хуçисем çине, ачисем çине пăрçа сапнă. Кил хуçи арăмĕ ачасене кукăль, çимĕç, пĕремĕк парса хавхалантарнă.
Унтан каç пуласпа ялта 5-6 çĕрте çамрăксем сурхури улахне пуçтарăннă. Урăхла ăна кăшарни тесе каланă. Улах ларма çамрăксем ятарласа çурт ыйтса илнĕ. Уншăн пĕр-пĕр ĕç туса панă, çурт-йĕрне тирпейленĕ е ашшĕ-амăшĕ вăрах ĕçке тухса кайсан вĕсен килне пуçтарăннă. Ăна ирттерме çамрăксем хатĕр-хĕтĕр вутă, ĕçме-çиме, салат, хăмла, кĕрпе, çăнăх пуçтарнă. Каç пуласпа хĕрсем улаха пуçтарăнма пуçланă. Ăçта хĕрсем, каччăсем те унтах ĕнтĕ. Улах ларнă вырăна пĕлсен вĕсем те унта пынă. Улахра ал ĕç тунă, юрă-сăвă такмакласа ташланă. Тĕрлĕ вăйăсем вылянă, сутмалли юмахсем юптарнă, юмăç янă - мĕн кăна туман-ши унта.
Ĕлĕк хĕрсем качча кайиччен, яшсем авланиччен ваттисен умĕнче юрласа-ташласа кăтартман. Именнĕ, вăтаннă. Улахра ватă çук пулсан çамрăксемшĕн çак каç çăтмахри пекех шутланнă, мĕншĕн тесен вĕсем хăйсене ирĕк туйнă. Кам мĕнле юрă пĕлнĕ, çавна юрласа савăннă. Пĕр-пĕринчен вĕреннĕ.
Улаха кĕçĕннисене йышăнман, аслисем вĕсене хăрăмпа вараласа киле хăваласа янă. Кил хуçин пĕчĕк ачисем пулнă пулсан, вĕсене выляттарса çывăрттарса янă. Çывăрманнисене вара кăмака тăрринчен антарман. Улахра автан авăтиччен ларнă теççĕ.
Урăхла каласан, улах вăл чăвашсен авалтан йĕркеленнĕ яшлăх, çамрăклăх шкулĕ пулнă. Унта ĕçлеме те пĕлмелле пулнă, хăвна хăв сăпайлă та тытмалла. Яш кăмăлне тытмасан ай-яй хытă тивнĕ ял сăмахĕ.
Чи интересли вара çамрăксемшĕн - çветке тăхăнни. Çветке тăхăнакансем палламалла мар тăхăнса килтен киле çỹренĕ. Вĕсем купăссемпе юрласа-ташласа çỹренĕ. Тепĕр чухне тăрăхласа усал ĕçсем те тукаланă. Куштанраххисем иртсе пыракан çынна та хĕнесе хăварма пултарнă. Вĕсем çĕр каçиччен хапха умĕнче ларакан пурана çул варрине кăларса лартни те пулнă. Çветке тăхăнни христиан тĕнĕшĕн пысăк çылăх шутланнă. Çавăнпа кăшарни уявĕ çитсен çветке тумланнă çынсен шыва кайса кĕмелле пулнă. Çветке тăхăнасси вара чăвашсен язычество тĕнĕнченех куçса пынă.
Тăвайри тĕп библиотекăри ал ĕç ăстисен кружокне çỹрекенсем те иртнĕ занятие сурхурине халалларĕç.
Л.ДАНИЛОВА,
библиотекарь.