АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх поэчĕ

20 января 2017 г.

 

Петĕр Хусанкай сăввисемпе поэмисене пĕлмен чăваш çук та пулĕ.

Петр Петрович Хусанкай 1907 çулхи январĕн 22-мĕшĕнче хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Вăл çуралса ỹснĕ ял, Сиктĕрме, Тутар Республикинчи Элкел районне кĕрет. Ялти иккĕмĕш сыпăклă шкула пĕтерсен, вăл Хусанти чăваш педтехникумне вĕренме кĕнĕ. Каярах Хусанти Хĕвелтухăçĕнчи халăхсен педагогика институтĕнче вĕреннĕ.

Литература ĕçĕпе кăна пурăнма пуçличчен Хусанкай корректор, журнал секретарĕ, суд ĕçĕн тăлмачи тата журналист пулнă. Сăвă çырма вăл ача чухнех - 11-12 çулсенчех тытăннă. Анчах 1924 çулта тин унăн сăввисем пуçласа халăх умне тухнă, "Сунтал" журналăн чи малтанхи номерĕнче пичетленнĕ. Ун хыççăн поэтăн нумай кĕнеке пичетленсе тухнă. Вĕсенчен паллăраххисем: "Çирĕм улттă", "Магнитту", "Сăвăсемпе поэмăсем", "Таня", "Поют дубравы", "Аптраман тавраш" т.ыт.те.

1942-1944 çулсенче П.П.Хусанкай Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пулнă. 1944 çулта Польшăна тăшмансенчен ирĕке кăларассишĕн пынă хаяр çапăçура аманнă. Госпитальсенче чылай хушă сывалнă хыççăн 1945 çулта вăл киле таврăннă. Аслă Отечествăлла вăрçă вăхăтĕнче П.Хусанкай çырнă нумай сăвăпа поэмăсенче совет халăхĕн паттăрлăхне сăнласа панă. Вĕсенчен уйрăмах "Таня" (942 ç.), "Çĕнтерỹ юрри" (1945 ç.) тата "Аптраман тавраш" поэмăсем палăрса тăраççĕ. Поэт мир, туслăх темипе те, ачасем валли те нумай çырнă: "Çарăк", "Кăвакарчăн", "Тĕнчере мĕн вăйлăрах?" тата ытти юмахсенче ĕçхалăхĕ мĕн авалтанпах чăнлăх шыранине, мĕн ĕмĕтленнине сăнласа панă. Поэт чăваш тата халăх писателĕсен произведенийĕсене тишкерсе нумай статья çырнă, вĕсене автор "Ăсталăхпа чăнлăх" кĕнекинче пичетлесе кăларнă.

П.Хусанкай - ăста куçаруçă. А.Пушкинăн "Евгений Онегин" сăвăлла романĕпе "Полтава" поэмине, чылай юмахсемпе сăввисене, В.Шекспирăн "Ромеопа Джульета" трагедине, Ш.Руставели, В.Грибоедов, М.Лермонтов, А.Блок тата ытти поэтсен сăввисене чăвашла куçарнă.

П.Хусанкай - пĕр харăсах икĕ чĕлхепе çыракан поэт, хăй çырнисене те вырăсла куçарнă.

П.Хусанкай произведенийĕсене нумай чĕлхене куçарса кăларнă. 1950 çулта ăна халăх поэчĕн ятне панă. Сăвăçа Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе, икĕ хутчен Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе, нумай медальпе наградăланă. Ятне Чăваш АССР Ĕç Мухтавĕпе паттăрлăхĕн Хисеп кĕнекине çырса хунă. Вăл Чăваш АССРĕн К.Иванов ячĕллĕ патшалăх премийĕн тата Чăваш комсомолĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ премийĕн лауреачĕ. Нумай-нумай кĕнеке авторĕ.

П.П.Хусанкай 1970 çулхи пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче вилнĕ.

Унăн кĕнекисемпе вулакансем районти библиотекăсенче паллашма пултараççĕ.

Н.СОКОЛОВА,

Л.ГРИГОРЬЕВА,

В.РОДИНА,

библиотекарьсем.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика