20 января 2017 г.

Ураскассинчи вулавăшра кĕнекесен çĕнĕ выставки уçăлчĕ. Петĕр Хусанкайăн 110 çулхи юбилейне халалланă ăна. П.П.Хусанкай - чăвашсен чи паллă та сумлă сăвăçисенчен пĕри. Вăл çырнă чылай сăвă-поэмăпа шкул саккинченех паллашаççĕ вулакансем. "Эпир пулнă, пур, пулатпăр!", "Таня", "Аптраман тавраш", "Тилли юррисем" тата ытти хайлавсене юратса вулаççĕ ачасем, сыпăкĕсене пăхмасăр калама вĕренеççĕ. Выставкăра мухтавлă поэтăн "Суйласа илнисем" ярăмпа пичетленнĕ 6 томĕпе, ытти кĕнекисемпе, пурнăçĕпе, пултарулăхĕпе туллин паллашма пулать.
П.НИКИФОРОВ.