17 января 2017 г.
Вăл район администрацийĕнче умĕнхи ĕçсене пĕтĕмлетнинчен пуçланнă, унтан малашлăх ĕçсемпе мероприятисене палăртнă.
Январĕн 18-мĕшпе 19-мĕш каçхине Кăшарни мероприятийĕсен шутĕнче тĕне ĕненекенсем массăллăн шыва кĕреççĕ. Çавна май район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке яваплă çынсене ку тĕлĕшпе пулăшма, шыва кĕрессине çын сывлăхĕшĕн хăрушлăхсăр тивĕçтерме сĕннĕ.
Администраци пуçлăхĕ çулсемпе тротуарсене юртан вăхăтра та тĕплĕн тасатса тăрас пирки тепĕр хут асăрхаттарнă.
Районăн 2016 çулхи экономикăпа социаллă пурнăçĕн аталанăвне пĕтĕмлетесси, кăçал валли конкретлă задачăсем палăртасси, вĕсене пурнăçа кĕртмелли мероприятисен планне тата условисем туса хурасси - çывăх вăхăтра пурнăçламалли ĕçсем.
Планеркăра тивĕçлĕ службăсемпе пайсен информацийĕсене итленĕ. Яваплă ертỹçĕсем хушусем илнĕ.