17 января 2017 г.
Çĕрĕçлекенсем çитес çуракинче акмалли тĕш тырă культурисен вăрлăхĕсен пахалăхне тĕрĕслеттерсех тăраççĕ. "Акконд-агро фирма", Ленин ячĕллĕ предприятисем, А.Моряков, С.Михайлов, С.Хумышев хресчен фермер хуçалăхĕсем вăрлăхсене кондицие лартса çитернĕ. Халĕ ытти хуçалăхсен тĕш тырă вăрлăхĕсемпе ĕçлетпĕр. Вĕсене апрелĕн 15-мĕшĕччен акма юрăхлă кондицие лартмалла, çавăнпа тасалăхпа пахалăхшăн тăрăшмалла.
Кĕр калчисем мĕнле хĕл каçассине монолитсем илсе тĕрĕслени те вырăнлă пулмалла.
В.СОРОКИН,
"Россельхозцентрăн" районсем хушшинчи Канашри участокĕн начальникĕн Тăвайри уйрăмĕн заместителĕ.