17 января 2017 г.

2016 çул вĕçĕнче Мускавра Пĕтĕм тĕнчери промышленноç академийĕнче "Раççейре çăкăр пĕçерни: рынок ыйтăвĕсемпе стратегийĕсем" Пĕтĕм тĕнчери ХII конференци, "Çăкăр пахалăхĕн тата çăкăр-булка изделийĕсен "Инновацисем тата йăласем" Пĕтĕм Раççейри VII Смотрĕ тата "Çулталăкри чи лайăх инноваци продукчĕ" конкурс иртнĕ.
Конференцие Раççейри тата Белоруссири çăкăр промышленноçĕн предприятийĕсен, фирмăсен, отрасль валли оборудовани тата ингредиентсем туса кăларакан компанисен, отрасльти наукăпа тĕпчев институчĕсен, аслă вĕренỹ заведенийĕсен тата массăллă информаци хатĕрĕсен 329 ертỹçипе специалисчĕ Раççей Федерацийĕнчи 32 регионтан тата тĕнчери 13 çĕршывран хутшăннă. Çăкăр пахалăхĕн тата çăкăр-булка изделийĕсен "Инновацисем тата йăласем" смотрне Раççейри çăкăр пĕçерекен 57 предприяти çăкăр-булка изделийĕсен 327 тĕслĕхне тăратнă. Вĕсен пахалăхне суйласа илнĕ 16 пысăк специалистран тăракан конкурс комиссийĕ хак панă. Вĕсен хушшинче çĕршыври ял хуçалăх министерствин представителĕсем, наука докторĕсемпе кандидачĕсем те пулнă.
Чăваш Республикинчен конференцие тата смотра "Шупашкарти 1-мĕш номерлĕ çăкăр завочĕ" ООО хутшăннă. Унăн "Крестьянский" çăкăрĕ çăкăр пахалăхĕ тата çăкăр-булка изделийĕсен "Инновацисем тата йăласем" Пĕтĕм Раççейри Смотрĕнче ылтăн медале тивĕçлĕ пулнă.
"Шупашкарти 1-мĕш номерлĕ çăкăр завочĕ" ООО продукцийĕ çакăн пек паллă хака тивĕçни предприяти ертỹлĕхĕпе коллективĕн пысăк профессионаллăхне, компетенци шайне тата смотра тăратнă продукци асăннă предприяти пĕçерсе хатĕрлекен çăкăр-булка изделийĕсен анлă ассортиментне кăтартса парать", - пĕлтернĕ Пĕтĕм тĕнчери промышленноç академийĕн президенчĕ Вячеслав Бутковский.
Пирĕн район çыннисемшĕн ку çитĕнỹпе ырă хыпар пушшех те пин хут паха. Мĕншĕн тесен Шупашкарти 1-мĕш номерлĕ çăкăр заводне нумайранпа пирĕн мухтавлă ентешĕмĕр, Çĕнĕ Ишпуç ялĕнче çуралса ỹснĕ Елена Игнатьевна Бадаева ертсе пырать. Хăй вăл кунта ĕçлеме пуçлани кăçалхи август уйăхĕнче 52 çул çитет. 1985 çултанпа заводăн генеральнăй директорĕнче вăй хурать.
Вăл коллективпа пĕрле çăкăр-булка изделийĕсен ассортиментне пуянлатма, продукци пахалăхне, ĕç технологийĕпе ĕçлекенсен условийĕсене лайăхлатса пыма нумай тимлет.
Елена Игнатьевна Бадаева нумай наградăна тивĕçнĕ. Вăл - "Чăваш Республикин апат-çимĕç промышленноçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ", "Раççей Федерацийĕн промышленноçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ". Унăн IV степеньлĕ "Тăван çĕшыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" орден та пур.
Е.И.Бадаева - Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ.
Ăна тата вăл ертсе пыракан коллектива малашне те ăнăçусем тата пысăк çитĕнỹсем сунатпăр.
И.ГЛАДКОВ.