17 января 2017 г.

"Ял ĕçченĕ" хаçат редакцийĕ иртнĕ кĕçнерникун район хаçатне 2017 çулхи пĕрремĕш çур çулшăн илсе тăма çырăннисем хушшинче япаласен вылявĕ ирттерчĕ. Вылявсем ирттерме никама пăхăнман комисси йĕркеленĕ.
Тĕп выляв - мультиварка. Вăл Чỹкçырми ялĕнчи В.Смирнована тивĕçнĕ. Венера Ивановна Мучарти вăтам шкул директорĕнче ĕçлет.
Çавăн пекех "Ял ĕçченĕ" хаçата альтернативлă майпа çырăннисемшĕн те январĕн 12-мĕшĕнче вылявсем иртнĕ. Вĕсене Çĕнçырмари ТПС (куллен кирлĕ таварсен магазинĕ), Е.Ларионова, Т.В.Иванова, Нỹшкассинчи ТПС, А.Кузьмина ("Дубрава"), М.Е.Семенова, Л.П.Аввакумова, Л.Г.Петрова (Улянкăри ТПС), Т.И.Николаева, Ю.Т.Ильина (Тушкилти ТПС), Т.Моисеева (районти аптека), Чутейри ТПС, ПЗД (МУП ДЕЗ), О.Никитина (Тăвайри почтальон), А.Н.Сухотина, И.Дмитриева (районти автостанции), Г.И.Савинова, Е.В.Назарова, В.Н.Егоров, З.И.Николаева илĕç.
"Ял ĕçченĕ" хаçат редакцийĕ "Тăвайри кооператив" потребобщество ертỹçипе унăн коллективне мультиварка выляттарма спонсорла пулăшу панăшăн тав сăмахĕ калать, малашнехи ĕçре ăнăçусем сунать.