АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрремĕш орфографи словарĕн авторĕ

17 января 2017 г.

 

Николай Иванович Ванеркке - культурăпа чĕлхе аталанăвĕн ĕçченĕ пулнă. Вăл 1896 çулта Енĕш Нăрваш ялĕнче çуралнă. Ялта икĕ класлă училище пĕтернĕ хыççăн Чĕмпĕрти чăваш учителĕсен шкулĕнчен вĕренсе тухнă (1916 ç.).

Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа пĕрмай Шупашкарта халăха çутта кăларас енĕпе вăй хунă. Чылай вăхăт вăл Чăвашполитçутком пуçлăхĕнче тăрăшнă. Облаçри халăха çутта кăларас тĕлĕшпе ĕçлекенсен канашĕн правлени членĕ те, Чăваш çĕршывне сăнаса пĕлекен ушкăн президиумĕн членĕ те, Чăваш кĕнеки уйрăмĕн редакторĕ те пулнă. Пĕр вăхăт ВКП(б) Чăваш обкомĕн агитаципе пропаганда пайĕн пуçлăхĕн çумĕн ĕçĕсене те тунă.

Н.И.Ванеркке хăйĕн ĕçĕсене ялан юратса, тивĕçлĕхне тарăннăн туйса, тĕплĕ туса пынине палăртаççĕ. Сывлăхĕ питех çирĕп маррине пăхмасăр, тăван чăваш чĕлхишĕн, халăхĕшĕн хĕмленнĕ.

Н.И.Ванеркке пуринчен те ытла кĕнеке кăларас, тăван чăваш чĕлхине аталантарас ĕçсене тимленĕ. Чăваш пролетари писателĕсен ассоциацийĕнче те тăнă. Чăваш Ене тĕпчесе пĕлекен общество активĕнче те пулнă, кунта К.В.Элле, Д.С.Эльмень, Н.И.Ванеркке, И.К.Лукьянов, Д.П.Петров, Ф.П.Павлов кĕнĕ. Халăхра хутпĕлменлĕхе пĕтерессипе хастар кĕрешнĕ.

Чăваш чĕлхин пĕрремĕш орфографи словарĕн авторĕ те вăл.

Пурнăçĕ ытла та кĕске пулнă Николай Иванович Ванерккен, 33 çул кăна пурăннă. Апла пулин те вăл хăйĕн кĕске ĕмĕрĕнче те чылай ĕç тунă. Хăйĕн кĕнекисене те пичетлесе кăларма ĕлкĕрнĕ: "Ют чĕлхесенчен кĕнĕ сăмахсен пĕчĕк словарĕ" (1924 ç.); "Чăваш чĕлхин орфографи словарĕ" (1926 ç.); хут пĕлменнисем валли çырнă "Хресчен букварĕ" (1927 ç.); "Чăвашла çырасси" (1929 ç.).

Çапла вара чăваш чĕлхине пурнăçа кĕртсе унпа анлăн усă курас, ăна малалла аталантарас енĕпе пултаруллă та тĕллевлĕ ĕçлесе пынă, пархатарлă чылай ĕç тунă. Унăн ĕçĕсен пысăк калăпăшне тата хакне кура ăна Чăвашсен Вĕренỹпе Культура Канашĕн членне суйланă. Анчах ăна унта чунне парса ĕçлеме тỹр килеймен: асăннă Канашăн пĕрремĕш пленумĕ пуçтарăнсан тепĕр куннех вăл вилсе кайнă.

Н.И.Ванеркке хăй тĕллĕн нумай вĕреннĕ, пĕлĕвне пĕрмай тарăнлатса пынă, унăн пурнăçа юратни, чун хастарлăхĕ пысăк пулнă, кашни ĕçех пахалăхлă, пĕлсе, чунтан парăнса тума тăрăшнă. Общество ĕçне патвар хутшăннă. Сахал мар ырă та усăллă ĕç туса хăварнă вăл хăйĕн халăхĕ валли. Пирĕн унран тĕслĕх илмелли, хамăрăн ĕçсене вăйлатмалли çук мар.

И.ГЛАДКОВ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика