АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ултавăн алли… вăрăм

17 января 2017 г.

 

Ют пурлăха ултавлă майпа çаратнăшăн Раççей Федерацийĕн Уголовлă кодексĕн 159 статйипе уголовлă яваплăх тыттарассине пăхнă.

Юлашки вăхăтра хăратса е шахвăртса ултавлă майпа укçа хăйпăтса илесси сарăлса пырать. Ку тĕллевпе тĕрлĕ майсемпе усă кураççĕ. Телефон, хальхи пурнăçра чи анлă усă куракан коммуникаци хатĕрĕ пулнă май, ултавçăсемшĕн саккуна хирĕçле ĕç тумалли уйрăмах чи ансат мел пулса тăрать. Çавна май банк карттисен хуçисем çăмăллăнах ултавçăсен серепине лекме пултараççĕ. Тĕслĕхрен, ултавçă SMS ярать, сирĕн картта ĕçлемест, çавăнпа çак номерпе шăнкăравлăр тесе, номерне парать. Çак ултавлă номер çине шăнкăравласан, лешĕ "сире банк сотрудникĕ итлет" тесе пĕлтерет, шăнкăравлакан çыннăнне укçа карточки çинчи умĕнчипе хыçалти номерĕсене ыйтса пĕлет. Çакăн хыççăн ултавçă сирĕн укçана Интернет урлă хăйĕн çине куçарать. Çавăнпа та тимлĕ пулма тăрăшăр, çавнашкал шăнкăрав пулсан-тусан, тỹрех банка кайăр, хăвăра улталанма ан парăр. Тепĕр тĕслĕх. Çынсем чылай чухне Интернет пулăшăвĕпе усă курса япала сутма пикенеççĕ. Çакна пĕлсе ултавçăсем вĕсем патне шăнкăравлаççĕ, сутакан япалине туянатпăр тесе укçа куçарса пама банк карттин умĕнчипе хыçалти номерĕсене ыйтаççĕ, теприсем пин-кодне те калаççĕ. Çак меслетпе ултавçăсем Интернет урлă карта хуçине каллех нимсĕр хăвараççĕ, унăн карточки çинчи укçана сăптăрса илеççĕ.

Кирек хăш телефонпа Интернета кĕрсен те вирус çакланма пултарать. Вăл мобильнăй банк урлă карточка çинчи укçана ултавçăсен "аллине" куçарса ярать. Çавăнпа укçа карточкине телефонпа çыхăнтарнă пулсан, антивирус лартмасăр та Интернета тухмалла мар.

Б.БОРИСОВ.

районти полици уйрăмĕн начальникĕн заместителĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика