АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялти маттур хĕрарăм

17 января 2017 г.

 

Вăрманхĕррипе Чỹкçырми ялĕсене пĕрлештерекен вулавăшра тĕлĕнмелле те сатур хĕрарăм Л.Ф.Федорова ĕçлет.

Людмила Васильевна хăйĕн ĕçне яланах тĕплĕ тума тăрăшать. Библиотекăра ĕçленĕ май ял халăхне тĕрлĕ уявсем йĕркелесе парса савăнтарать.

Туслă йышпа Автан çулне кĕтсе илнĕ хыççăн, Кивĕ Çĕнĕ çула çỹллĕ шайра ирттерме чылай вăй хучĕ. Уявра чуна хаваслантаракан тĕрлĕ-тĕрлĕ тупăшу пулчĕ. Ял халăхĕ конкурссене, вăйăсене хутшăнса хавхаланчĕ. Çавăн пекех çветкесем те пуянлатрĕç праçнике.

-Мĕнле-ха пур çĕре те ĕлкĕретĕн, Людмила Васильевна? - тесе ыйтатăп.

-Манăн халăха савăнтарас, пурнăçра ырă йĕр хăварас килет, - терĕ ăшшăн çеç йăл кулса.

Эпир çакăн пек пултаруллă, тараватлă хĕрарăма ĕçре пысăк çитĕнỹсем тума сунатпăр.

Н.ИВАНОВА.

Вăрманхĕрри ялĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика