АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ватăсене хытах пăшăрхантарать

17 января 2017 г.

 

Çын ватăлса пынăран унăн кун-çулĕ те çулран-çул кĕскелет. Майĕпенех леш тĕнчене кайма та вăхăт çитет. Вилсен типтерлесе пытарма нумай çын кирлĕ, уйрăмах - çамрăк арçын вăйĕ. Ĕлĕк çак ĕçе виле йăхĕ (мăнкун ратни) тунă. Эпĕ астăвасса та кашни йăх 6-7 килтен кая пулман. Акă пирĕн йышра (Вăрманхĕрри ялĕнче) 6 çемье: асаттесен (Николаев), Михаля пиччесен (Якушев), Сантăр пиччесен (Александров), Алтати инкесен (Петрова), Кузьма пиччесен (Кузьмин) тата пирĕн çемье (Ильин). Кашни килтех ывăлсем пулнă. Инкек-синкекре, йывăр вăхăтра ĕçсене пурте пĕрле тунă. Тĕслĕхрен, ратнери çын вилсен тупăкне, хĕресне тунă, масар çинче шăтăк чавнă, вилене килтен илсе тухнă, тирпейлесе пытарнă.

Халĕ эпĕ ватă çын ĕнтĕ. Мана канăç памасть, тарăн шухăша ярать маларах асăннă ĕçсене хальхи вăхăтра кам тăвĕ-ши тесе. Мĕншĕн тесен пирĕн ĕлĕкхи йăхри çынсем - 3-4 çемьерисем вилсе пĕтрĕç. Пĕр-икĕ-виçĕ килпе кăна асăннă ĕçе тума хăват çитмест.

Пурнан пурнăçра мана çакăн пек тĕслĕх те курма тиврĕ: вилнĕ çыннипе тупăка 4 çамрăк йăтса тухрĕç, анчах та урăх çамрăк арçын çук пирки хĕреспе тупăк хупăлчине инçех мар тăракан машина патне йăтса пыма урамра иртсе пыракан çынсене чĕнсе илме тиврĕ.

Телее, ялта йышлă йăхсем те вуçех çук мар-ха. Анчах вĕсемшĕн те йывăрлăхсем пулкалаççĕ. Мĕншĕн тесен вăй питти çамрăксем халĕ ĕç шыраса Мускава, ытти пысăк хуласене, çурçĕре, Çĕпĕре е тинĕсе тухса каяççĕ. Инкек-синкекĕ пулсан, аякран килсе çỹреймеççĕ.

Пирĕн районта ритуаллă услугăсен 2 пункчĕ пур. Анчах вĕсем малтанхи вăхăтра кирлĕ япаласене çеç сутаççĕ. Çын вăйĕ, машина çук вĕсен.

Хуласенче вилнĕ çынна пытарма ятарлă ушкăнсем (ритуаллă услугăсемпе тивĕçтерекенсем) пур. Пирĕн условисенче те Канаш хулинчен виле пытаракан ушкăна, машинине шăнкăравласа чĕнсе илме майсем тăвасчĕ. Вĕсем вара вилнĕ çынна тирпейлесе пытарма пулăшĕç. Тен, хамăр районта та унашкал йĕркелеме пулать? Эпир, ватă çынсем, пирĕн ыйту çине хурав парасса кĕтетпĕр.

Чылай ватă ыйтнипе Е.ИЛЬИНА.

Вăрманхĕрри ялĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика