17 января 2017 г.
Чăваш Ен Пуçлăхĕн М.Игнатьевăн 2014 çулхи мартăн 20-мĕшĕнчи Указне пурнăçланă май республикăра 2017 çулта уйăхсерен ирттерме палăртнă Сывлăхпа спорт кунĕсене çирĕплетнĕ.
Аса илтеретпĕр, çак кун муниципалитет харпăрлăхĕнчи пур спорт сооруженине те çынсен тỹлевсĕрех кĕме ирĕк пур.
Кăçал çакăн пек кунсем январĕн 21-мĕшĕнче, февралĕн 18-мĕшĕнче, мартăн 25-мĕшĕнче, апрелĕн 22-мĕшĕнче, майăн 20-мĕшĕнче, июнĕн 17-мĕшĕнче, июлĕн 15-мĕшĕнче, августăн 12-мĕшĕнче, сентябрĕн 16-мĕшĕнче, октябрĕн 21-мĕшĕнче, ноябрĕн 18-мĕшĕнче тата декабрĕн 16-мĕшĕнче иртĕç.