АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕрĕсем те юрă-ташăпа туслă

17 января 2017 г.

Хĕрĕсем те юрă-ташăпа туслă

 

Алена Иванова ялти культура çуртĕнче тирпей-илем кĕртессишĕн тимлет. "Тăрмăш" халăх фольклор ушкăнне йĕркеленĕренпех унта çỹрет.

Икĕ хĕрне тивĕçлĕ воспитани парса пĕчченех пăхса ỹстерчĕ. Мăшăрĕ Алексей Алексеевич чире пула ытла ир пурнăçран уйрăлчĕ. Хĕр пĕрчийĕсем Тăрмăшри вăтам шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухрĕç. Асли, Оксана, диплом илнĕ хыççăн Мускава ĕçе вырнаçрĕ. Таможня системинче тăрăшать. Тĕп хуларах пулас мăшăрĕпе тĕл пулнă, ав. Тепĕр уйăхра çамрăксем мăшăрланасшăн. Чăн-чăн чăваш туйĕ те кĕрлеттересшĕн ялта. Фольклор ушкăнĕн членĕсем унта хутшăнма хатĕрленеççĕ.

Кĕçĕнни, Оля, тĕп хулара вĕренет-ха. Вăл та аппăшĕ пекех ялти художество пултарулăх ĕçне хастар хутшăнать. Канмаллине яла килсен е пушă вăхăт тупăнсанах амăшĕпе пĕрле культура çуртне васкать. Çапла çемйипех юратаççĕ юрлама, ташлама.

Е.МАТРОСОВА,

"Тăрмăш" фольклор ушкăнĕн ертỹçи

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика