13 января 2017 г.
Чăваш Енри паллă шахматистсене халалласа Канаш хулинче республика турнирĕ иртнĕ. Тăвайри ачасемпе çамрăксен центрĕн педагогĕ Владислав Пастухов унта та хăйĕн ăсталăхне кăтартнă. Спорт мастерĕн кандидачĕ пĕрремĕш вырăн йышăнса ăмăртăвăн тĕп призĕсене çĕнсе илнĕ.
Эпир, пĕрле ĕçлекенсемпе унăн вĕренекенĕсем, Владислав Григорьевичăн спортри çитĕнĕвĕсемшĕн савăнатпăр, малашне те ăнăçу сунатпăр.
М.ИГНАТЬЕВА, центр методисчĕ.