13 января 2017 г.
Хисеплĕ журналистсем, кĕнеке-хаçат
кăларакансем тата полиграфистсем!
Сире Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕ ячĕпе саламлатăп!
"Чăн малтан Сăмах пулнă", - тенĕ Евангелире. Туррăн çак чаплă парнипе - сăмахăн хăватлă вăйĕпе çынсен ырлăхĕшĕн усă курмалла. Çавăнпа та массăллă информаци хатĕрĕсенче тỹрĕ кăмăллă та пултаруллă, ĕçшĕн çунакан тата тăван çĕре чунтан юратакан çынсем вăй хуни чăннипех те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чăваш Ен медиахутлăхĕнче шăпах çавăн пек хастар çынсем ĕçлени пирки пĕрре те иккĕленместĕп.
ХХ ĕмĕр пуçламăшĕнче наци пичечĕ йăл илни Чăваш Ен культури тата обществăпа политика аталанăвĕ çине пысăк витĕм кỹнĕ.
Паян регионти массăллă информаци хатĕрĕсем унчченхи пекех пысăк пĕлтерĕшлĕ социаллă тивĕçе пурнăçлаççĕ. Вĕсем çынсене информаципе кăна тивĕçтермеççĕ, пурнăçра кирлĕ пĕлỹ те параççĕ, обществăри çивĕч ыйтусене хускатаççĕ, влаçпа халăх хушшинчи тухăçлă çыхăнăва йĕркелеме пулăшаççĕ.
Медиаиндустри ĕçченĕсемпе ветеранĕсене яваплă, пысăк ăсталăхлă пулнăшăн тата хăйсен ĕçне парăннăшăн чĕререн тав тăватăп.
Сире пĕтĕм чунтан ăнăçу, пултарулăхра çитĕнỹсем тата иксĕлми хавхалану сунатăп! Вулакансем эсир хатĕрлесе кăларакан хаçат-журналсене юратса вулани, сумлă професси конкурсĕсенчи çĕнĕ çĕнтерỹсем сирĕншĕн паха парне вырăнне пулччăр!
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.ИГНАТЬЕВ