АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсем

13 января 2017 г.

 

Михаил Игнатьев 2017 çулхи январĕн 5-мĕшĕнче алă пусса çирĕплетнĕ хушупа килĕшỹллĕн, 2017 çулта Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă стипендине уйăхсерен пурĕ 994 пултаруллă студентпа ытти çамрăк (çак шутра пирĕн районтан та вунпиллĕкĕн) илсе тăрĕç. Çакăн пирки республика Пуçлăхĕ ЧР Министрсен Кабинечĕн Çĕнĕ çулхи пĕрремĕш ларăвĕнче пĕлтернĕ. Стипендин уйăхри виçи 1830 тенкĕпе танлашать.

"Пирĕн патшалăх тĕллевĕ - çамрăксене инвестици хывасси, вĕсене хăйсен ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртме условисем туса парасси", - палăртнă регион ертỹçи. Вăл стипенди вĕренỹре, тĕпчевпе ăслăлăх тата пултарулăх ĕçĕсенче çĕнĕ кăтартусем тума 30 çула çитмен çамрăк çынсемшĕн хушма стимул пулса тăрасса шаннине пĕлтернĕ.

2004-2016 çулсенче çамрăксене Чăваш Ен Пуçлăхĕн 13 пин стипендине панă.

Министрсен Кабинечĕн ларăвне кĕртнĕ ыйтусене сỹтсе явма тытăнас умĕн Чăваш Ен Пуçлăхĕ ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен, республикăри предприятисемпе организацисен ертỹçисене 2016 çула тивĕçлĕ кăтартусемпе вĕçленĕшĕн тав тунă.

Промышленноç производствин индексĕн ỹсĕмĕ 108,8 тата ялхуçалăх производствин ỹсĕмĕ 102,8 процентпа танлашни ĕçĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ кăтартăвĕсем пулса тăраççĕ.

"Çав вăхăтрах эпир строительство отраслĕнче кăтартусем чакнине те тỹррĕн йышăнатпăр", - тенĕ Михаил Игнатьев, строительство организацийĕсен ертỹçисене лару-тăрăва вăхăт ыйтнипе килĕшỹллĕн йĕркелеме чĕнсе каланă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ 2017 çула Раççей Президенчĕ Экологи çулталăкĕ тесе пĕлтернине аса илтернĕ. Чăваш Енре 2017 çул çакăнпа пĕрлех Амăшĕн тата Ашшĕн çулталăкĕ пулать. Çемье пахалăхĕсене тата Чăваш Ен территорийĕнче пурăнакан халăхсен йăлана кĕнĕ пурнăç йĕркисене çирĕплетесси, çамрăксене çирĕп çемье çавăрма воспитани парасси, чун тасалăхĕн экологине упраса хăварасси пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăраççĕ, палăртнă регион ертỹçи.

И.ГЛАДКОВ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика