АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ

13 января 2017 г.

Пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ

 

Николай Александрович Сандров (Александров) 1922 çулхи январĕн 5-мĕшĕнче Чỹкçырми ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă.

Малтан Вăрманхĕрринчи пуçламăш шкулта, унтан саккăрмĕш класа çитиччен Тăвайри вăтам шкулта вĕреннĕ. Сакăр класс пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти строительство техникумне кĕнĕ, унта виçĕ курс вĕреннĕ. 1942 çулхи çулла ăна Совет Çарне илнĕ. Ленинграда хỹтĕленĕ çĕрте пулнă, Новгород, Двинск, Рига хулисене ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă. Вăрçă хыççăн Томскри артиллери училищинчен вĕренсе тухнă.

1946 çулта Н.Сандров Чỹкçырминчи çичĕ çул вĕренмелли шкулта учительте, унтан партин Тăвай райкомĕнче ĕçленĕ. 1948-1951 çулсенче И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вĕреннĕ. 1951-1958 çулсенче Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕнче ĕçлет. Çак вăхăтра литература ĕçĕ пуçланать.

Поэтăн юратнă геройĕсем таса чун-чĕреллĕ çынсем. Вĕсем пурте пĕр тĕллевпе хавхаланса пурăнаççĕ, пĕрисем уй-хирте ĕçлеççĕ, теприсем стройкăра тăрăшаççĕ, станок умĕнче тăраççĕ. Вĕсем ыттисене яланах ырă тĕслĕх кăтартаççĕ, хăйсем пек ĕçчен те хастар пулма, пурнăçа юратма, туслăхпа юлташлăха упрама чĕнеççĕ.

Н.Сандров - поэт-юрăçă. Унăн сăввисемпе чăваш композиторĕсем нумай юрă çырнă. Вĕсенчен "Тăван çĕршыв", "Çуркунне сана тĕл пултăм", "Пĕтĕм чунтан", "Çĕнĕ Шупашкар", "Туслăх юрри", "Пирĕн енче хĕр нумай", "Санпа курса калаçмасан", "Савни патне каçпа кайрăм" тата ытти юрăсем паллă.

Н.Сандров вырăс тата ытти халăх писателĕсен произведенийĕсене чăвашла куçарас тĕлĕшпе чылай ĕçленĕ. Вăл Н.Чернышевскин "Мĕн тумалла?", Е.Мальцевăн "Кашни киле кĕр", Е.Федоровăн "Магнит тăвĕ патĕнче", З.Воскресенскаян "Тĕлпулу" повеçĕсене, Т.Шевченко, Я.Купала, К.Хатагуров, М.Джалиль, Р.Гамзатов, К.Кулиев тата ытти поэтсен сăввисене куçарнă.

Поэтăн чăвашла тухнă кĕнекисем: "Сăвăсемпе юрăсем" (1958), "Тул çутăлать" (1961), "Çĕнĕ сăвăсем" (1963), "Таса тỹпе" (1966), "Сăмах. Сăвăсем" (1971), "Пилĕк çăл таппи. Суйласа илнĕ сăвăсемпе поэмăсем" (1972), "Ăрша вылять. Сăвăсемпе поэмăсем" (1977), "Сăвăсемпе поэмăсем" (1981). Вырăсла тухнă кĕнеке: "Светлая мечта" (1978).

Унăн пултарулăхĕпе паллаштаракан статьясем те чылай тухнă. Вĕсене П.Хусанкай, Г.Ефимов, В.Канюков чăвашла тухса тăракан журналсенче пичетленĕ.

Н.Сандров 1989 çулта ака уйăхĕнче вилнĕ.

Унăн кĕнекисемпе пирĕн районти библиотекăсенче паллашма пултаратăр.

Н.СОКОЛОВА,

Л.ГРИГОРЬЕВА, библиотекарьсем.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика