АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ çул савăнăçĕ

13 января 2017 г.

 

Аслисем те, ачасем те чăтăмсăррăн ĕмĕтленсе кĕтекен чи юратнă уяв - Çĕнĕ çул килсе çитрĕ. Çак уяв капăр чăрăшпа, çутă фейерверксемпе, тулли кĕрекепе, асамлă савăнăçпа тата тĕлĕнтермĕшсемпе кашни киле, кашни çемьене кĕрет. Ăна кĕтсе илнĕ майăн хамăрăн туссемпе, тăвансемпе, ял-йышпа, Кремль куранчĕсен мăнаçлă янăракан сассипе пĕтĕм çĕршывпа пĕрлешнине туятпăр эпир. Çĕнĕ Ишпуçĕнчи культура çуртне Çĕнĕ 2017 çула кĕтсе илме ял-йыш, хăнасем нумайăн пуçтарăнчĕç. Малтанах билетсем выляттартăмăр. Унтан хăйсен Çĕнĕ çул парнисене район Пухăвĕн депутачĕ, вырăнти хресчен фермер хуçалăхĕн ертỹçи С.В.Хумышев 50-шар килограмм ыраш, тулă, урпа, Чутей ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.П.Куклов чĕрĕ автанпа кролик тата Шупашкартан килекен артистсен концертне кĕме икĕ билет, ялти предприниматель А.В.Никитин пĕр трактор тележки вутă, ял депутачĕсем Г.Н.Федоров, Н.М.Александров, Н.М.Шартов ирхине автанпа пĕрле вăранма будильник выляттарчĕç.

Ял халăхне хаваслă кĕтменлĕхсем - хаклă уяв парнисем парса хавхалантарнăшăн пысăк тав вĕсене! Çĕнĕ çул ăнăçлă та тухăçлă çитĕнỹсен çулталăкĕ пултăр сирĕншĕн, ырă ĕçсемпе савăнтартăр вăл, çирĕп сывлăхпа ярса пусмассерен ырлăх, утмассерен пурлăх хушăнса пытăр сирĕн!

Унтан Çĕнĕ çул уявĕ пуçланчĕ! Хĕл Мучи (Николай Александров), Юр Пике (Ольга Никитина), Çĕнĕ çул (Андрей Волков, Канашри педагогика колледжĕн студенчĕ), автансем (Галина Федорова, Зинаида Филимонова), тилĕ тус (Юлия Сергеева), шăши тус (Валентина Скворцова) ял çыннисене саламларĕç, хавас кулăпа савăнăç кỹчĕç уяв каçне. Елизавета Николаева, Валентина Волкова, Николай Шартов юрланă юрăсем тата та кăмăла çĕклерĕç, уява илемлетрĕç. Музыкăпа диджей Чăваш ял хуçалăх академийĕн студенчĕ Алексей Волков пулчĕ.

Пĕр-пĕрне ырă шанăç, малашлăха пăхма çĕнĕ вăй-хал, тăнăç пурнăç, тулли телей сунса савăнчĕç ишпуçсем Çĕнĕ çул уявĕнче.

З.ФИЛИМОНОВА.

Çĕнĕ Ишпуç ялĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика