АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Республикин Пуçлăхĕ саламланă

13 января 2017 г.

 

Ĕнер прокуратура ĕçченĕсен професси уявĕ пулнă. Çав ятпа вĕсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев саламланă: "Хисеплĕ прокуратура ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире професси уявĕпе - Раççей Федерацийĕн Прокуратура ĕçченĕн кунĕпе - саламлатăп.

I Петĕр патша никĕсленĕ Раççей прокуратури çĕр çул ытла "патшалăхăн шанăçлă куçĕ", обществăри йĕркелĕхпе саккунлăха шантаракан тытăм шутланать. Паян Чăваш Ен прокуратурин органĕсенче пысăк ăсталăхлă тата хăйсен ĕçне чунпа парăннă юристсем тăрăшаççĕ, вĕсем мĕнпур тытăмра саккуна пăхăннине витĕмлĕ сăнаса тăраççĕ.

Эсир преступниксемпе тата коррупципе ăнăçлă кĕрешетĕр. Служба тивĕçĕсене яваплăха туйса пурнăçласа пынăран республикăра общество-политика тăнăçлăхĕ упранать, çынсем патшалăх влаç органĕсен ĕçне пысăка хума пуçларĕç. Прокуратура ĕçченĕсем малашне те граждансен социаллă прависемпе экономика ирĕклĕхне тата патшалăх интересĕсене тивĕçлĕ хỹтĕлессе шанатăп.

Сире çирĕп сывлăх, телей, ырлăх, ĕçре çитĕнỹ сунатăп!",- тенĕ вăл.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика