10 января 2017 г.
Çĕнĕ çул умĕнхи эрнере "Акконд-агро фирма" акционерлă обществăн выльăх-чĕрлĕх комплексĕнче 250 пуç усрамалăх çĕнĕ пăру вити хута кайрĕ. Ку вăл иккĕмĕш пăру вити. Унпа юнашарах тепĕр çĕнĕ вите те хăпартнă, унта 270 пуç пушмак пăру усрама палăртаççĕ. Ăна шалтан туса çитереймен-ха. Выльăхсене те тивĕçлĕ инфраструктура условийĕсем кирлĕ вĕт-ха. Асăннă вите кăçал, 2017 çулăн малтанхи уйăхĕсенче йышăнĕ, ахăртнех, ĕне пулма хатĕрленекен пушмаксене.
Иккĕмĕш пăру витине хута янă ятпа пухăннă районпа предприяти ертỹçисем, комплексра ĕçлекенсемпе хăнасем хушшинче Кармалти хресчен фермер хуçалăхĕн ертỹçи Валерий Грачев та пулчĕ. Ыттисемпе пĕрле саламлă сăмах та каларĕ вăл, ĕçре ăнăçусем сунчĕ. "Эпир те сирĕн пекех тăрăшса ĕçлеме пулатпăр", - шантарчĕ аккондçăсене Валерий Геннадьевич. Асăннă хресчен фермер хуçалăхĕнче те 2016 çулта кăшт маларах кăна 200 пуçлăх ку чухнехи çĕнĕ пăру вити хута янă.
"Акконд-агро фирма" общество та, Грачев хресчен фермер хуçалăхĕ те 2017 çула çĕнĕ ỹсĕмсемпе кĕтсе илнĕ. Икĕ хуçалăхĕ те мăйракаллă шултра выльăхсен, çав шутра сăвакан ĕнесен йышне тата вĕсен продуктивлăхне ỹстернĕ. "Акконд-агро фирма" предприяти 2016 çулта пурĕ 4614,7 тонна паха сĕт туса илнĕ, ку вăл умĕнхи çулхинчен 383 тонна нумайрах. Грачев хресчен фермер хуçалăхĕн те пĕлтĕр сĕт продукцийĕн калăпăшĕ 1242 тоннăна çитнĕ е умĕнхи çулхинчен 197 тонна ытларах. Ỹсĕмлĕ ĕçĕн малашлăхĕ пур.
И.ГЛАДКОВ.