10 января 2017 г.
Тата тепĕр çул хыçа юлчĕ. Мĕнпе паллă пулчĕ-ха вăл Енĕш Нăрваш халăх театрĕшĕн? Çакăн пирки театр режиссерне Зоя ВАСИЛЬЕВАНА каласа пама ыйтрăмăр.
- Палăртса хăварас пулать, ытти çулсемпе танлаштарсан, коллектив ỹсĕмсемпе кĕтсе илчĕ çĕнĕ çул уявне. 2016 çул культура ĕçченĕсемшĕн çитĕнỹсен çулталăкĕ пулчĕ.
Чи малтанах СССР халăх артисчĕ Николай Мордвинов ячĕллĕ регионсем хушшинчи театр фестивальне хутшăнтăмăр. Вăл Етĕрне хулинче иртрĕ. Халăх театрĕ Н.Айзман çырнă "Шикли шикленнĕ, кĕрĕк пĕркеннĕ" камите кăтартса пачĕ. Жюри пирĕн ĕçе пысăка хурса хакларĕ, 1 степеньлĕ лауреат дипломĕпе чысларĕ. Çавăн чухнех республика шайĕнче иртекен "Тамаша" фестивалĕн дипломанчĕ те пулса тăтăмăр.
Çитĕнỹсемпе хавхаланса, çунатланса Пĕтĕм Раççейри "Чĕрĕ сăмах" конкурса хутшăнма Киров хулине çула тухрăмăр. Виçĕ куна пычĕ фестиваль. 14 регионтан хутшăнчĕç çак конкурса. Тĕрлĕ номинаципе иртрĕ фестиваль: проза, поэзи тата театр енĕпе. Халăх театрĕ "Эпир чăвашсем, чăвашах пуласшăн" музыкăлла композиципе паллаштарчĕ. Ĕç çыннин çулталăкне халалланă программăна хамах çырса хатĕрленĕччĕ. Ку композиципе халăх театрĕ СССР халăх артистки Вера Кузьмина ячĕллĕ республика шайĕнчи "Чĕрĕ сасă" конкурсра 3-мĕш вырăн йышăннăччĕ.
Киров хулинчен те пушă алăпа килмерĕмĕр. Ял артисчĕсен пултарулăхне ятарлă дипломпа чысларĕç. "Наци культурин йăли-йĕркине упраса, аталантарса пынăшăн" тесе çырнă унта. Çакă пирĕншĕн чи сумлă наградăсенчен пĕри пулчĕ тесен те йăнăш мар пулĕ. Çавна май халăх театрĕнче вылякан Галина Русскаяна, Вячеслав Ефимова, Любовь Максимована район, республика чысне хỹтĕлесе пысăк çитĕнỹ тунăшăн чĕререн тав сăмахĕ калас килет. Арина Юрьевна Алексеева ертỹçĕ, спонсорсем пире инçе çула тухма пулăшрĕç, ăнăçу сунса ăсатрĕç.
Киров хулине кайса килнĕ хыççăн пире Чăваш наци радиовне йыхравларĕç. Уçă эфирта "Чĕнтĕрлĕ чаршав" передачăра пĕр сехет театр артисчĕсем Пĕтĕм Раççейри "Чĕрĕ сасă" конкурс-фестиваль пирки каласа пачĕç. Малалла халăх театрĕ тĕрлĕрен конкурс-фестивальсене те хутшăнĕ, тен, чикĕ леш енне те çитсе килĕпĕр. Пысăк ĕмĕт-тĕллевпе пурăнать коллектив.
Р.ШУМОВА калаçнă.