10 января 2017 г.
"Аль" ФСКра çĕнĕ çулăн малтанхи кунĕсенче çулленхи йăлана кĕнĕ уçă мини-футбол турнирĕ иртнĕ. "СтройТЕК" общество призĕшĕн пынă ăмăртусене 200 ытла çын хутшăннă. Чемпионатра 24 команда тупăшнă.
Тăвайсемсĕр пуçне Шупашкар, Канаш, Вăрмар районĕсенчи футболистсем вăй виçнĕ. "Урмары" команда çĕнтерỹçĕ пулса тăнă. 2-3 вырăнсене "Айбивуд" (Канаш) тата "Янтиково" спортсменĕсем йышăннă.
Район администрацийĕ "СтройТЕК" общество ертỹçисене Васильевсене çакăн пек массăллă турнир йĕркелесе ирттернĕшĕн тата районта физкультурăпа спорт пурнăçне хастар хутшăннăшăн тав тунă.
А.ПЕТРОВА.