10 января 2017 г.
Тушкилти культура çуртĕнчи спортзалра Хĕл Мучи парнисемшĕн йăлана кĕнĕ волейбол турнирĕ иртнĕ. Ăмăртусене хутшăнакансемсĕр пуçне унта ял çыннисем чылайăн пуçтарăннă.
Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ П.И.Захаров çамрăксене сывă пурнăç йĕркипе пурăнма хăнăхтарас тĕлĕшпе çакăн пек ăмăртусем йĕркелени пысăк пĕлтерĕшлине палăртнă, пурне те ăнăçу суннă.
Турнир çивĕч кĕрешỹре иртнĕ. Ямпулат ялĕнчи волейболистсем пултаруллăрах пулнă, мала тухнă. Иккĕмĕш вырăна Тушкил ялĕн команди çĕнсе илнĕ, виççĕмĕшĕнче - шкулта вĕренекенсем. Командăсене Хĕл Мучин пылак парнисемпе хавхалантарнă.
О.КИРИЛЛОВА.