10 января 2017 г.

Ларатăп паян сĕтел хушшинче, пĕчченех, ахлатмасăр сывлăш тухмасть, куçăмсенчен куççуль шăпăртатма чарăнмасть. Апат кашăкĕ çăвар патне пымасть, 30 ытла çул хушшинче сайра-хутра кăна пĕччен апатланма тивнĕ çав мана.
Витери выльăхсем патне тухрăм та ак, кашни чунĕ мана айăпласа тинкерет. Сан çинчен мĕн те пулин пĕлесшĕн ăшталанса, ураран, алăран шăршласа пăхаççĕ, кăт-кăт, тесе сасă параççĕ хĕл каçма хăварнă чăхсемпе автан. Авăтса та ячĕ вăрăм хỹреллĕскер тата, хăнăхнă-çке хуçи хăйсене апатлама тухнине, кăмăлсăрланнă пулас. Сывă чухне кашнинех йăтса ачашлаттăнччĕ çав. Çапла майпа хăйĕн чунри ыратăвне лăплантарнă ĕнтĕ çемье пуçĕ, ыттисемпе пайласа вĕсене хурлантарасшăн пулман вăл.
Çĕнĕ çул ячĕпе ун валли ятуллă шăлавар илесшĕнччĕ иксĕмĕр пĕрле. "Эсĕ йывăр чиртен сывалмасăр укçа-тенке усăсăр тăкаклас килмест-ха, çĕтĕк çỹреместĕп вĕт, тăхăнмалли пур", - тесе хирĕçлерĕн.
Кашни ĕçе вăхăтра пурнăçлама юрататтăн, вĕçне çитичченех тăрмашаттăн. Пĕр ĕç хыççăн тепĕр ĕç тупаттăн, кỹршĕсене те кирек хăш самантра пулăшма хатĕрччĕ, хăвăн аллусем ылтăн пулнине кăтартаттăн. Ачусене те ялан ĕçлеме, пулас тĕллеве лайăх шухăшласа малашлăхшăн тĕплĕ тăрăшма хăнăхтартăн. "Кукаçи, машина ватрăм, юсамалла", - чупатчĕç хыçăнтан йĕкреш мăнуксем. Вăхăтна шеллемесĕр савăнтараттăн вĕсене, самантран пĕчĕкскерсем тетте-машинăсем хыççăн вĕçтеретчĕç кăна. Пĕри те тепри санпа кăшт та пулин выртса курасшăн тупăшатчĕç. Шăп пĕтĕм тĕнче Çĕнĕ çул уявне паллă тунă чухне мĕнле хăйрĕ-ши инкек пирĕн çемьене пырса кĕме?
Çĕршывра Çĕнĕ çулăн иккĕмĕш кунĕ пуçланнă ир пире полици уйрăмĕн сотрудникĕ хăрушă хыпар пĕлтерчĕ: пирĕн çемье пуçĕ пурнăçран яланлăхах уйрăлса кайнă иккен.
Ах... Питĕ кая юлтăмăр. ...Вăхăтра пулăшма тăрăшаймарăмăр пулас ăна. Юр пек таса чунĕн ыратăвне сурма чарассишĕн тимлĕх ытларах уйăраймарăмăр ĕнтĕ, вăл каланисене ăнланма, лайăх сĕнĕвĕсене ăша хывма ăс çитереймерĕмĕр пулас. Каçар пире пурне те, вăхăтра сан çывăхунта пулайманшăн, çăлăнăç аллине тăсса парайманшăн.
Юратнăран та юратнă мăшăрăмăн, хаклă аттемĕрĕн, ытарайми кукаçин, хавас хăтан, тарават тăванăн, Тăвай ялĕнче пурăннă, районти "Ял ĕçченĕ" хаçата кашни вулакан патне вăхăтра çиттĕр тесе 30 ытла çул çĕрне-кунне пĕлмесĕр тăрăшнă пай редакторĕ Василий Васильевич Никитинăн лапка-лапка юр çунă ир чунĕ никама систермесĕр ирĕке тухса кайнă, ырă чĕри ĕмĕрлĕхе тапма чарăннă.
Çапла сасартăк хамăрăн хаклă çыннăмăрсăр юлтăмăр яланлăхах. Ăна хамăр хушăмăрта тепĕр хут курас тесе, эпир, унăн çывăх çыннисем, хамăрăн хаклă чи пуянлăхăмăра, чĕремĕрсене те кăларса пама хатĕрччĕ. Анчах пурнăçăн саккунĕ çапла. Уйрăлса кайнисемшĕн çĕр çинче сывă юлнисен тата нумай-нумай ырлăх кăтартмалла.
Пурнăçăн çуррине кăна хыçа хăварнăччĕ вĕт вăл тин. Мăнукусем хăвăнтан та çỹллĕрех пулса кайнине курмаллаччĕ-çке малашне... Эх...
Мĕнех калăн халь тин? Пурăннă чухне пурăнма пĕлмелле, тесе ахальтен каламаççĕ çав. Йывăр тăпру çăмăл пултăр. Эсĕ пире ан асăн, эпир сана манмăпăр.
Тăвайри Василий Васильевич Никитина юлашки çула ăсатма пулăшнă, пирĕн пысăк хуйха пĕрле пайланă кашни çынна эпир çĕре çити пуç тайса тав тăватпăр. Пурне те юратупа телей, сывлăхпа вăрăм ĕмĕр сунатпăр. Инкек сирĕн çывăха пыма ан хăйтăр. Турăпа пĕрле пулăр пурте.
Сире ăшă малашлăх сунакан Никитинсен çемйисем