10 января 2017 г.
Ĕнер район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке ертсе пынипе район администрацийĕнче çĕнĕ çулхи пĕрремĕш планерка иртнĕ. Малтанах умĕнхи эрнери ĕçе-хĕле, Çĕнĕ çулпа Раштав праçникĕсенчи мероприятисене пĕтĕмлетнĕ, уявсем вăхăтĕнчи йĕркелĕхшĕн пурне те тав тунă.
Владимир Алексеевич çывăх вăхăтра районăн 2016 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн итогĕсене пĕтĕмлетме, кăçалхи çулшăн конкретлă задачăсем палăртма, вĕсене пурнăçламашкăн кашни ялта мероприятисен планне туса хатĕрлеме кирлине кăтартса панă. Çĕнĕ çула малтанхи кунсенченех хастаррăн пуçăнмаллине уйрăммăн палăртнă.
Ун хыççăн районти тĕрлĕ службăсемпе администрацин пай начальникĕсен, учрежденисен ертỹçисен информацийĕсене итленĕ.
Тĕп ĕçсен шутĕнче Владимир Ванерке район территорийĕнчи автоçулсене тата пур ялта та çулсемпе тротуарсене юртан вăхăтра тата пахалăхлă тасатса тăма кирлине çирĕппĕн асăрхаттарнă.
Планеркăра ытти хăш-пĕр кирлĕ ыйтусене те сỹтсе явнă. Администраци пуçлăхĕ должноçри яваплă çынсемпе ертỹçĕсене хушусем панă.
Хамăр инф.