АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саккунлăха çирĕплетесси тĕп вырăнта тăрать

10 января 2017 г.

Саккунлăха çирĕплетесси тĕп вырăнта тăрать

 

Кăрлачăн 12-мĕшĕнче Раççей прокуратурине туса хунăранпа 295 çул çитет. Шăпах çав кун 1722 çулта I Петĕр Император Указĕпе прокуратура органĕ "патша куçĕ" статуса тивĕçнĕ. Саккунлăха çирĕплетесси, граждансен прависене, обществăпа патшалăх интересĕсене хỹтĕлесси прокуратура ĕçĕ-хĕлĕнче тĕп вырăн йышăнаççĕ. Район прокуратурин 2016 çулхи ĕçĕ-хĕлĕпе Оксана Геннадьевна Ястребова прокурора паллаштарма ыйтрăмăр.

Район прокуратури вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе çыхăнса ĕçлет. Право акчĕсене саккунпа килĕшỹллĕ йĕркелесси пирки, ытти проблемăллă ыйтусене пĕрлехи канашлусенче, прокурор çумĕнчи ĕç ушкăнĕн ларăвĕсенче сỹтсе яватпăр пулин те, кăлтăксем тĕл пулаççĕ. 2016 çулта прокуратура вырăнти влаç органĕсен нормативлă право акчĕсен 200 ытла проектне тĕрĕсленĕ. 73 акта саккун ыйтнă пек туса çитерменнине палăртнă. 71 протеста пăхса тухса тивĕçтернĕ, ыттисем - пăхса тухмалли тапхăрта.

Тĕллевлĕ ĕçлесе пынипе коррупцие хирĕçле, патшалăх тата муниципалитет службин саккунĕсен нормативĕсене пăхăнман çитменлĕхсене палăртма, должноçри çынсене явап тыттарма май килнĕ. Иртнĕ çул асăннă сферăра саккуна пăснă 30 тĕслĕх регистрациленĕ. Вĕсем тăрăх 14 представлени тăратнă, 11 çынна дисциплинарлă, 1 çынна административлă йĕркепе явап тыттарнă, 1 ĕçе суда ярса панă.

Акă, пĕр тĕслĕхе илер. Мускаври пĕр банкра маларах Тăвай районĕнче муниципалитет служащийĕнче тăрăшнă çынна ĕçе илнĕ. Анчах саккунпа килĕшỹллĕн çакăн çинчен хăй тытăмлăх органне пĕлтермелле пулнă. Прокуратура асăннă фактпа административлă ĕç пуçарнă, ĕç параканăн 100 пин тенкĕ штраф тỹлеме тивнĕ.

Муниципалитет служащийĕсем, учрежденисен ертỹçисем хăйсен пурлăхĕ тĕлĕшпе деклараци памалли йĕркене пăснă тĕслĕх сахал мар. 2016 çулта çакăн пек 30 ытла ĕç пăхса тухнă. Тупăша пĕчĕклетсе кăтартнă фактсене илес пулсан, муниципалитет учрежденийĕн пĕр пуçлăхĕ мăшăрĕн 2015 çулхи тупăшне вуçех те палăртман. Прокуратура сотрудникĕсем коррупципе çыхăннă кăткăс ĕçсене татса панă чухне патшалăх айăплавçисем пулса хутшăнаççĕ. Иртнĕ çул районти судсем çакăн пек 1 ĕç пăхса тухнă. Патшалăх укçи-тенкине саккунсăр салатнăшăн 3 çын тĕлĕшпе, вĕсен шутĕнче муниципалитет учрежденийĕн ертỹçи те пур, айăплав приговорĕ кăларнă.

Пĕлтĕр ял тăрăхĕсене вырăнти свалкăсене пĕтермеллине кăтартса суда 5 тавăç тăратнă. Çĕнĕ Пуянкассинче шыв объектне вараланăшăн тата çутçанталăка сыхлассипе çыхăннă йĕркесене пăснă ытти фактсем тăрăх должноçри çынсене дисциплинарлă майпа явап тыттарнă.

Закона пăхăнмасăр алкоголь продукцийĕ сутнă тĕслĕхсене те куçран вĕçертместпĕр. Акă, Киччĕ ялĕнче тивĕçлĕ документацисĕр хаяр шĕвекпе сутă тунă. Пĕр предприниматель тĕлĕшпе прокуратура РФ УКан 14.16 статйин 2 пайĕпе административлă ĕç пуçарнă. Контрафактлă шĕвекпе сутă тăвассине чарса лартнă. Ку ĕçпе материалсене арбитраж судне янă.

Граждансен прависене хỹтĕлесси яланах тĕп вырăнта тăрать. Пулăшу ыйтса çырнă пур заявление те татса пама тăрăшнă. 2016 çулта ĕç законодательствине пăснă 10 тĕслĕхпе должноçри çынсем тĕлĕшпе административлă ĕç пуçарнă, айăплисене штраф тỹлеттернĕ.

2016 çулхи ноябрь уйăхĕнчи тĕрĕслевре "Кубня" суту-илỹ павильонĕн хуçи ĕçлев законодательствине пăснă факт çирĕпленнĕ. Вăл сутуçăна ĕçе илни çинчен приказ кăлармасăр ĕçлеттернĕ. Предпринимателе 8 пин тенкĕ штраф тỹлеттернĕ. "Чутеевский" ЯХПКра ĕç укçине уйăхăн хăш кунĕнче тỹлемеллине палăртман, аванспа вăхăтра тивĕçтермен. Ертỹçĕ тĕлĕшпе административлă ĕç пуçарса 4 пин тенкĕ штраф хунă. "Красная Чувашия" ЯХПКра ĕç укçи парăмĕсемшĕн унчченхи хуçалăх председателĕ тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă.

Çынсен прависем - анлă ăнлав, вăл граждансен пур категорийĕпе вĕсен пурнăçĕн мĕнпур енне пырса тивет. Сахал тупăшлă, ватă çынсемпе инвалидсене хỹтлĕх ытларах кирлĕ. Ваттисен çурчĕсене тĕрĕсленĕ хыççăн, иртнĕ çул Тушкилте çуллахи тапхăрта ăшă шывпа усă курма пултарччăр тесе электричество вăйĕпе ăшăтакан оборудовани туянса панă. Кушкăра срокран тухнă эмелсемпе усă курма чарнă. Çитменлĕхсемшĕн должноçри 2 çынна выговор панă.

Районти прокуратура ĕçченĕсене, пирĕн патăрта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă Василий Петрович Кузьминпа Михаил Филиппович Андреев ĕç ветеранĕсене професси уявĕпе саламлатăп, çирĕп сывлăх, ăнăçу, тăнăçлăх, хавхалану, ырă кун-çул сунатăп.

Р.ШУМОВА калаçнă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика