АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саламламсем

30 декабря 2016 г.

Саламламсем

 

Хаклă ентешĕмĕрсем!

Сире Çĕнĕ 2017 çул тата Христос çуралнă çутă кунпа пĕтĕм чĕререн саламлатăп!

Иртнĕ çула эпир Чăваш Енре пурăнакан ĕçчен халăха мухтас тĕллевпе Ĕç çыннин çулталăкĕ тесе пĕлтертĕмĕр. Ĕç çыннисем кунсерен паттăрлăх кăтартнине тивĕçлипе хакласа, эпир пурнăç пахалăхĕн шайне ỹстерме май паракан, обществăпа политика лăпкăлăхне упракан тата çирĕплетекен тĕрлĕ программăсене пурнăçлас ĕçе малалла тăсрăмăр.

Чăваш Республики Раççей Федерацийĕн инвестици тĕлĕшĕпе чи илĕртỹллĕ ултă субъекчĕн йышне кĕчĕ.

Республикăра ача сачĕсемпе шкулсем, фельдшерпа акушер пункчĕсем, поликлиникăсем, сывлăха çирĕплетме пулăшакан физкультура комплексĕсем нумайланчĕç.

Нумай ачаллă çемьесен тата нумай çул пурăнакансен шучĕ палăрмаллах ỹсрĕ.

Паян вара пирĕншĕн çемьене тата халăхăмăрăн пĕрлĕхне мĕн авалтан пыракан ырă йăла-йĕркесен никĕсĕ çинче çирĕплетесси тĕп тĕллев пулса тăчĕ. Шăпах çакна пула, обществăлла организацисем сĕннине шута илсе, 2017 çула Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ тесе пĕлтертĕмĕр.

Раççей Президенчĕ Экологи çулталăкĕ тесе йышăннă 2017 çул кашни çыншăнах çутçанталăка çеç мар, чун тасалăхне те упрас тĕлĕшпе аталану çулĕ пулса тăтăр.

Хаклă туссем!

Эпĕ шанатăп та ĕненетĕп: çĕнĕ çулта эпир сирĕнпе тăван Чăваш Енĕмĕрĕн экономикипе социаллă пурнăçне тата çине тăрса аталантарăпăр!

Эсир шанни, ĕмĕтленни пурнăçлантăр! Сирĕн килĕрсенче яланах ача-пăча кулли янăратăр, унта чун ăшши хуçалантăр!

Çĕнĕ 2017 çулта эпĕ сире ăнăçупа тăнăçлăх тата телейпе ырлăх сунатăп!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.ИГНАТЬЕВ.

 

Журналистсемпе пичет ĕçĕн ветеранĕсем, хаçат тусĕсемпе вулаканĕсем тата ăна сарма тăрăшакан çыхăну ĕçченĕсем!

Çĕнĕ çул сирĕншĕн пуриншĕн те ырă шанăçпа, савăнăçпа, тулли телейпе тата çĕнĕлĕхсемпе палăрса тăтăр. Ĕмĕтĕрсем пурнăçланччăр, кашни ырă пуçарурах ăнăçупа çитĕнỹ юнашар çỹреччĕр. Эсир малашне те хаçатпа тачă çыхăну тытасса шансах тăратпăр.

Çĕнĕ 2017 çул тата Раштав уявĕсемпе сире ăшшăн саламлатпăр, творчество ĕçĕнче ăнăçу, пурне те тăнăç пурнăç, çирĕп сывлăх, çемйĕрсенче юратупа килĕшỹ сунатпăр. Çĕнĕ çулăн кашни кунĕ çутă та ăшă пултăр, çывăх çынсен ырăлăхĕпе киленсе пурăнăр.

Л.В.ЯККУ, "Ял ĕçченĕ" хаçатăн тĕп редакторĕ.

 

Потребобществăн хисеплĕ ĕçченĕсем, тивĕçлĕ канури ĕç ветеранĕсем!

Сире Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсем ячĕпе чун-чĕререн тухакан чи ăшă сăмахсемпе саламлатăп! Хамăрăн вăя шанса хавхалануллă ĕçлени малашне те умри тĕллевсене пурнăçа кĕртме май парасса шансах тăратăп. Район аталанăвĕнче пирĕн коллективăн тỹпи пысăк. Çĕнĕ çулта çĕнĕ вăй-хăватпа пысăк ỹсĕмсем патнелле утăмлар.

Сире, сирĕн çемйĕрсене ырă сывлăх, иксĕлми телей, ытлăх-çитлĕх сунатăп. Мĕнпур йывăрлăх иртсе кайнă çулталăкра юлтăр, умра ăшă та савăк кунсем кăна пулччăр. Ĕмĕтĕрсем çитсе пыччăр.

Вячеслав ФЕДОРОВ, "Тăвайри кооператив" потребобщество совечĕн председателĕ.

Хаклă ĕçтешĕмĕрсем, пирĕн общество пулăшăвĕпе усă куракан Тăвай ен çыннисем, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕнче ĕçлесе канăва тухнă хисеплĕ ветерансем!

Сире Çĕнĕ 2017 çул тата Христос çуралнă кун ячĕпе чĕререн саламлатăп! Çĕнĕ çула коллектив хавхаланупа, ăнăçлă кĕтсе илет. 2016 çулта нумай хваттерлĕ çуртсене юсас, подъездсенче хăтлăрах тăвас тĕлĕшпе чылай тимленĕ. Ку енĕпе çынсем хăйсем те пуçаруллă, хастар пулнине палăртас килет. Пурнăçа илемлĕрех, çутăрах тăвас тесе тăрăшакансен йышĕ ỹссе пыни савăнтарать. Пархатарлă ĕçĕршĕн пурне те пысăк тав.

Çĕнĕ çул - асамлăх, çутă ĕмĕтсен уявĕ. Мĕн палăртнисем пурнăçланччăр. Автан çулĕн кашни кунĕ телейлĕ те савăнăçлă, пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсемпе пуян пултăр. Пурте пĕрле канашласа, тĕллевлĕ ĕçлесен кирек мĕнле чăрмава та çĕнтерме пулать. Пурне те çемье ăшши, тăнăçлăхпа килĕшỹ, иксĕлми телей, çирĕп сывлăх, пысăк юрату сунатăп.

Юрий ЕФИМОВ, "Коммунальник" общество директорĕ.

 

"Ял ĕçченĕ" хаçатпа эпĕ нумайранпа çыхăну тытатăп, ăна юратса вулатăп, унта çырсах тăратăп. Çак хушăра хаçатра ĕçлекенсем те маншăн çывăх тăвансем пекех пулса тăнă. Вĕсем, тĕпрен илсен, тỹрĕ кăмăллă та ĕçре ỹркенмен ăстасем, çын нушине çывăха илсе, ăна яланах пулăшма хатĕр çынсем.

Журналистсене, хаçат редакцийĕнче ĕçлекенсене пурне те Çĕнĕ çул тата Раштав праçникĕсемпе саламлатăп, çирĕп сывлăх, телей, ăнăçусем сунатăп. Эсир кăларса тăракан "Ял ĕçченĕ" хаçат яланхи пекех халăх сумĕнче пултăр.

Фаддей ПЕТРОВ, Раççей журналисчĕсен Союзĕн членĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика