30 декабря 2016 г.


Валерий ИВАНОВ, "АККОНД" акционерлă генеральнăй директорĕ
"АККОНД" компани Чăваш Енре выльăх-чĕрлĕх производствине аталантарма инвестицисем хывнипе мăнаçланатăп. Халлĕхе "АККОНД-СĔТĕн" экономикăри кăтартăвĕсене, тĕп компанири пек, сулмаклă тесех калаймăн. Урăхла пулма та пултараймасть, мĕншĕн тесен предприяти çамрăк-ха. Анчах та эпĕ пирĕн ял хуçалăх предприятийĕ аталанса, сĕт-çу ферми пысăкланса пырса ку чухнехи выльăх-чĕрлĕх комплексĕн шайне çитсе пынипе питех те кăмăллă. Çынсем валли çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркеленеççĕ. "АККОНД-СĔТ" продукцине халăх юратса туянать. Ăна магазинсенче ыйтаççĕ. Суту-илĕве тухакан сĕт тутлă, пахалăхлă. Сĕт комплексĕн аталанăвне илсессĕн, çĕнĕ пăру витисем хута кайни ĕç пахалăхне те палăрмаллах лайăхлатать. Çав вăхăтрах алă вăйĕпе тăвакан ĕçсем те сахалрах, выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче ĕçлекенĕн сумĕ ỹсет. Çĕр çинче ĕçленипе сĕт продукцийĕн калăпăшĕ республикăра ỹссе пырĕ.
Самантпа усă курса, Тăвай районĕн çыннисене çывхарса килекен 2017 çулпа, Раштавпа саламлатăп. Çĕнĕ çула кĕнĕ май эпир пурте ырри пирки ĕмĕтленетпĕр - хамăрăн чи хаклă çыннăмăрсене сывлăхлă, телейлĕ курасшăн, кил-çуртра татулăх пултăр тетпĕр, ачасем хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтарччăр, эпир вара вĕсемпе мăнаçланар.
Çĕнĕ 2017 çул пирĕн шанăçсене тỹрре кăлартăр, кашни çемьене килĕшỹ, хăтлăх, савăнăç илсе килтĕр, ырă ĕçсемпе ăнăçусен çулталăкĕ пултăр. Çĕнĕ çулта телей тата ỹсĕмсем сире тата сирĕн çемйĕрсене!
"Акконд-агро фирма" хупă акционерлă общество çуллен çĕнĕ хăватсене ĕçе кĕртнипе, выльăхсен йышне, вĕсенчен продукци илессине тата ăна ĕçлесе хатĕрлессине ỹстерсе пынипе палăрса тăрать. Унăн сĕт продукцийĕн тутăлăхĕпе пахалăхне районта пурăнакансем çеç мар, республикипех лайăх пĕлеççĕ, пысăка хурса хаклаççĕ.
Предприятин выльăх-чĕрлĕх комплексĕ пулмалли вырăна суйласа илсе йывăç пăта çапса палăртнă 2007 çула, тăпран çиелти сийне сирсе илсе ăна валли площадка хатĕрлеме тытăннă вăхăта лайăх астăватăп. Хăшĕ-пĕри ун чухне пулас комплексăн малашлăхне ĕненместчĕ, ăна та районти сысна ферми комплексĕн хурлăхлă шăпи кĕтет тетчĕç шăл йĕрсе. Телее, малашлăхлă ырă ĕмĕт-тĕллев çирĕппĕн çĕнтерсе пычĕ, кĕске хушăрах стройка вăй илчĕ, ĕне вити турĕç, ытти производство объекчĕсем çĕкленчĕç, комплекс çултан-çул аталанса пычĕ. Хальхи вăхăтра 20 гектар йышăнакан комплекс территорийĕнче 480-шар пуçлăх икĕ ĕне вити, икĕ пысăк пăру вити, изолятор, пăрулаттармалли уйрăм, пушмаксем валли хăпартнă тепĕр 270 пуçлăх вите, ытти çурт-йĕрпе хуралтă, выльăх апачĕн хранилищисем, подстанци, шыв башнисем, лагуна, выльăхсене уçăлма кăлармалли картишсем, асфальтлă çулсем вырнаçнă. Хула пек курăнать вăл умĕнчен.
Çĕнĕ çул умĕнхи эрнере иккĕмĕш çĕнĕ пăру вити хута кайрĕ. Çав ятпа кунта район тата предприяти ертỹçисем, строительсем, хăнасем, комплексри специалистсемпе выльăх-чĕрлĕх пăхакансем пухăннă, Шупашкартан телевидени ĕçченĕсем килсе çитнĕ.
Савăнăçлă пухăва район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ - организаципе контроль тата информаципе тивĕçтерекен пай начальникĕ Валерий Чайкин кĕске те уçăмлă сăмах каласа уçрĕ, "Акконд-агро фирма" ХАО ĕçченĕсене, выльăх-чĕрлĕх пăхакансемпе хăнасене паллă самантпа тата Çĕнĕ çулпа саламласа ырлăх-сывлăхпа ăнăçусем сунчĕ. Предприяти директорĕ Вячеслав Павлович Иванов инвестици объекчĕсене çуллен укçа-тенкĕ сахал мар хывни, кăçал та производствăна аталантарма 62,8 млн. тенкĕлĕх кредит ресурсĕсен пысăк пайĕпе тата 15,7 млн. тенкĕлĕх предприяти укçи-тенкипе усă курнине каларĕ, çак укçа-тенкĕ малашне пысăкрах тупăшпа таврăнĕ, терĕ. "Предприятин кăтартусем лайăхлансах пыраççĕ. 2016 çулта умĕнхи çулхинчен вăтамран 400 тонна ытларах сĕт туса илтĕмĕр. Сĕт цехĕнче 2016 çулта 6 пин тонна çурă е умĕнхи çулхинчен 1300 тонна ытларах сĕт ĕçлесе хатĕрленĕ. Эпир кăларакан 20 ытла тĕрлĕ йышши продукци пĕтĕмпех çынсен куçĕ умĕнче - лавккасен сентрисем çинче. Сĕтрен пуçласа сыр таран. Мăйракаллă шултра выльăхсен йышĕ 1635, çав шутра сăвакан ĕнесем 806 пуçа, çитрĕ, кĕтỹ çуллен пысăклансах пырать. Пирĕн аталанма майсем пур. Ĕçлекенсен вăтам ĕç укçи те çулсерен вăтамран 10 процент ỹсет. Çитĕнỹсемшĕн, хастарлăхшăн пурне те тав тăватăп, - вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне Вячеслав Павлович.
Район пуçлăхĕ Александр Шакин ăшă сăмах каларĕ, комплексра производствăна аталантарса, выльăх йышне хушса пынипе, ку чухнехи çĕнĕ пăру вити хута янипе питĕ кăмăллă пулнине палăртрĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке 2016 çулта "Красная Чувашия" ял хуçалăх кооперативĕнче 250, С.Хумышев хресчен фермер хуçалăхĕнче, "Кубнинский" агрофирмăра 200 ĕне, В.Грачев хресчен фермер хуçалăхĕнче 200, халĕ акă "Акконд-агро фирмăра" 250 пуçлăх пăру витисем хута янине ырларĕ. Вăл та Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсемпе пурне те телейпе ăнăçусем сунчĕ.
"АККОНД-СĔТ" цехĕн директорĕ Николай Фомин та Çĕнĕ çул уявĕпе тата çĕнĕ пăру витине ĕçе кĕртнĕ ятпа салам сăмахĕсем каларĕ.
-Тин сунă сĕте "АККОНД-СĔТре" ĕçлесе хатĕрлетпĕр. "От Красули" тата "Гармония дня" брендсемпе туса кăларакан 20 ытла сĕт продукцине тавар туянакансем лайăх пĕлеççĕ. Продуктсен тулли ассортиментне "АККОНДăн" фирма магазинĕсенче те, хулари ытти тата республикăри суту-илỹ точкисенче те туянма пулать.
Туса кăларнă куннех продукцие тĕрлĕ капашлă упаковкăсемпе прилавоксем çине кăларатпăр. Çынсем пирĕн тавара кĕтсех тăраççĕ, пахалăхлă пулнипе кăмăллă,- палăртрĕ вăл.
Кĕçех йăлана кĕнĕ йĕркепе алăк урлă карнă хĕрлĕ хăйăва касса ăшă та çутă витене кĕчĕç пухăннисем. 250 çамрăк пăру усрамалли витене хальлĕхе пĕтĕленнĕ тата пĕтĕленме вăхăт çитсе пыракан пушмак пăрусене вăхăтлăха кĕртнĕ. Вĕсем хулăн айсарăм çинче выртса тăраççĕ. Ку чухнехи конструкцисенчен тата материалсенчен тунă витере хăтлă. Тĕрлĕ мероприятисем валли стена çумĕнче уйрăм пỹлмексем те тунă. Шыв ирĕклĕ пырса тăрать. Выльăхсен умĕнче - апат хутăшĕ. Хальлĕхе кăштах йĕркелесе çитереймен ĕçсене çак кунсенче туса çитереççĕ терĕç.
Геннадий Петров тĕп зоотехник те, комплекс начальникĕ Алексей Максимов та, Иван Лебедев ветврач та выльăх пăхакансемпе пĕрлеччĕ. Çĕнĕ витери выльăхсене Валентина Максимовапа Ирина Данилова пăхаççĕ. Çĕнĕ çулăн малтанхи уйăхĕсенче пушмак пăрусене валли пăру витипе юнашар хăпартнă 270 пуçлăх çĕнĕ витене куçарĕç. Вĕсем хыççăн кунта çамрăк пăрусем "прописка" тупĕç.
Аталанать комплекс. Хальхи вăхăтра кунти голштино-фриз ăратлă ĕнесем талăкра вăтамран 18-шар килограмм çурă е талăкра пурĕ 14 тонна сĕт панине каларĕ Алексей Максимов. Ĕç вырăнĕсем те хушăнсах пыраççĕ. Çакă та кăмăла кайрĕ - ĕçлекенсем хушшинче çамрăксем сахал мар. Тĕрлĕ ялсенчен çỹреççĕ ĕçе, Тушкил ялĕнчен хăйĕнченех улттăн пулни палăрчĕ. Тен, пурăна киле кунта вăй хуракансем валли комплекс çывăхĕнче е Тăвайра ятарласа пурăнмалли çуртсем те лартса пама тытăнĕç. Вара династисем те йĕркеленме пуçлĕç.
Юлашкинчен, Шупашкарти тĕп "АККОНД" АО пирки те кĕскен асăнса хăварас килет. Çак кунсенче, Çĕнĕ çул умĕн, унта та канфет кăлармалли çĕнĕ лини уçнă. 2016 çулта асăннă предприятире ассорти тата ытти йышши канфет кăларакан тепĕр 4 производство линийĕ ĕçе кĕнĕ.
ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "АККОНД" АО генеральнăй директорĕ Валерий Иванов пĕлтернĕ тăрăх, предприятире паян 500 ытла ятпа кондитер изделийĕ туса кăлараççĕ, вĕсене Раççейри пур региона тата чикĕ тулашĕнчи 25 çĕршыва тăратаççĕ. Халĕ кондитер изделийĕсем туянакан çĕнĕ рыноксен шутĕнче - Китай, Кăнтăр Осети, Монголи, Украина, Грузи, Молдова, Вьетнам, Эстони.
2011_2015 çулсенчи тапхăрта кăна "АККОНД" АО производствăна модернизацилеме 3,5 млрд. тенкĕ укçа хывнă, 600 ытла çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Хальхи вăхăтра предприятире логистика центрĕн виççĕмĕш черетне тăваççĕ, тепĕр производство корпусĕ тума проект хатĕрлеççĕ.
Çĕнĕ çул çĕнĕ шанăç кỹтĕр.
И.ГЛАДКОВ.