АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Умра - пысăк тĕллевсем

30 декабря 2016 г.

 

Районăн хаклă çыннисем, хисеплĕ хăнасем!

Сире пурне те Çĕнĕ Çул тата Раштав уявĕсемпе чĕререн саламласа ырлăх-сывлăх, пурнăçра çĕнĕ çитĕнỹсем, ăнăçу, телей те юрату сунатпăр.

Иртсе каякан çул нумай ырă енĕпе пирĕн асра юлать. Уй-хирте, выльăх-чĕрлĕх патĕнче ĕçлекенсен ỹсĕмĕ чăннипех савăнтарать. Кĕлетсене 21 пин тонна тырă, путвалсене 12,5 пин тонна çĕрулми, 1,7 пин тонна пахча çимĕç пуçтарса кĕртме пултартăмăр. Сĕт сăвасси 6 процент ỹсрĕ, вăл вăтамран кашни ĕне пуçне 5020 кг танлашрĕ. Аш-какай туса илессипе те кăтартусем курăмлă.

2016 çулта выльăх-чĕрлĕх валли 2 çĕнĕ вите хута ятăмăр, тепĕр 3 витене реконструкци туса ĕçе кĕртрĕмĕр. Тавах сире, ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсем!

Районта тавар туса кăларасси, ăна сутасси 101 процентпа танлашать. Халăха куллен кирлĕ апат-çимĕç продукчĕсемпе тивĕçтересси лайăхланса пырать. Вырăнта туса кăларакан сĕт продукчĕсем, çăкăр, кондитер изделийĕсем, пылак шывсем пахалăхлă.

Потребительсен обществин, предпринимательсен суту-илỹ çурчĕсем хăтлă пулмалла, унта çыннăн сывлăхне сиен кỹрекен шĕвексене сутассинчен сыхланмалла.

Кирпĕч заводĕнче, аптекăра, сĕт-çу цехĕсенче таварçаврăнăшĕ анлăлансах пырать.

Ачасем - пирĕн пуласлăх. Учительсемпе воспитательсем, хушма пĕлỹ паракан учрежденисенче ĕçлекенсем çамрăк ăрăва тарăн пĕлỹ парас, вĕсене тивĕçлĕ воспитани витĕмĕ кỹрес тесе нумай вăй хураççĕ. Шкулсемпе ача сачĕсене юсаса çĕнетес ĕçсене тĕллевлĕн туса пыратпăр, столовăйсене пахалăхлă оборудованисемпе тивĕçтеретпĕр. Иртнĕ çул хăр-тăлăх икĕ ачана пỹрт туса патăмăр.

Шкул ачисем ГТО нормисене пурнăçласа пырассипе палăрса тăраççĕ. Спортпа туслисен шучĕ ỹссе пыни савăнтарать.

Медицина ĕçченĕсем халăх сывлăхне сыхлас ĕçре чунне парса тăрăшаççĕ. Чирлисене сыватнисĕр пуçне вĕсем профилактика, ăнлантару ĕçне анлăн пурнăçласа пыраççĕ. Районти ялсенче паянхи кун ыйтăвĕсене тивĕçтерекен фельдшерпа акушер пункчĕсем тăвассипе малалла ĕçлетпĕр, кăçал Нỹшкассинче медпункт уçрăмăр.

Ĕç çыннин тата Кино çулталăкне халалласа культура ĕçченĕсем нумай мероприяти ирттерчĕç. Библиотекăсенче кружоксем йĕркелесе çынсен пушă вăхăтне усăллă ирттерме тивĕçлĕ майсем туса пани паха. Халăх музейĕсем тĕрлĕ тĕлпулу, экскурси ирттернине, хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе çамрăк ăрăва воспитани парассинче витĕм кỹнине ырлатпăр.

Право, пушар хуралĕсенче ĕçлекенсем халăх хушшинче ăнлантару ĕçне анлă сарни аван. Рейдсем ирттерсе вырăнти пичет кăларăмĕнче пичетленĕ статьясен витĕмĕ куçкĕрет.

"Ял ĕçченĕ" хаçат редакцийĕнче, çыхăну сферинче ĕçлекенсем çынсене çывăх.

Юлашки çулсенче коммуналлă хуçалăхра тăрăшакансен ĕçĕ курăмлă. Нумай хваттерлĕ çуртсене тĕрĕс-тĕкел тытса тăрассипе, ялсенчен тĕрлĕ ăпăр-тапăра вăхăтра турттарса тухассипе тимлеççĕ вĕсем.

Газ, энергетика системинчисем тĕллевĕсене вăхăтра та кирлĕ пек пурнăçласа пыма тăрăшаççĕ.

Çул-йĕр тăвассипе ĕçлемелли чылай-ха пирĕн. Иртнĕ çул Канаш_Вăрмар, Канаш-Кайпăç автоçулсем çинче, 8 ял тăрăхĕнче пысăк ĕçсем тума май килчĕ. Вырăс сали патĕнче кĕпер тăвасси малалла пырать. Хĕллехи вăхăтра çулсене вăхăтра тасатса тăмалла, ăшă кунсенче çĕнĕ çулсем тăвассине малалла тăсмалла.

Районти страхлакан агентсем çынсен сывлăхне, пурлăха, выльăх-чĕрлĕхе страхлаççĕ. Ĕçпе тивĕçтерекен центр, банксем, социаллă пулăшу паракан учрежденисем çынсене тĕрлĕ çăмăллăхсемпе тивĕçтереççĕ.

2017 çула эпир район тата ял тăрăхĕсен бюджечĕсене йышăннипе кĕтсе илетпĕр. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Валерий Ивановпа Юрий Зорин район ĕçĕсемпе кăсăклансах тăраççĕ. Ял тăрăхĕсем, депутатсемпе ял старостисем обществăлла ĕçсене типтерлĕ пурнăçласа пыраççĕ.

Çĕнĕ çул - Экологи тата Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕсем. Район администрацийĕн пайĕсенче ĕçлекенсен депутатсен корпусĕпе пĕрле çак енĕпе тĕрлĕ мероприяти хатĕрлемелле, вĕсене вăхăтра тата çỹллĕ шайра ирттерсе пымалла.

Чăн та, пирĕн туса çитерменни те питĕ нумай. Февраль-март уйăхĕсенче эпир ял çыннисемпе пухусенче тĕл пулса вĕсене мĕнле татса памалли çинчен тĕплĕн калаçăпăр.

Умра _ пысăк тĕллевсем. Вĕсем çĕршыв ертỹçисем тăратнă, хамăр йышăннă плансенчен тухса тăраççĕ. Ĕçе юратакан Тăвай çыннисемпе эпир вĕсене тивĕçлипе пурнăçласса шанса тăратпăр.

Уяв ячĕпе!

А.ШАКИН, Тăвай район пуçлăхĕ.

В.ВАНЕРКЕ, Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика