30 декабря 2016 г.

Тăлăх тата пăхакансăр юлнă ачасене хăтлă çурт-йĕрпе тивĕçтересси республикăра, çав шутра пирĕн районта та, пысăк тимлĕхре. Пирĕн районта ун пек ачасем 29-ăн учетра тăраççĕ.
Çĕнĕ çул умĕнхи эрнере район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке Тăвай ялĕнче Екатерина Ишинана хваттер уççи панă, çак ятпа саламланă. Е.Ишина списокра малти пулнă, вăл района ертсе пыракансене хăйшĕн çапла тимленĕшĕн тав тунă.
Çĕнĕ хваттер ку чухнехи пурнăç условийĕсене пĕтĕмпех тивĕçтерет, ăна пур коммуникаципе те çыхăнтарнă, хăтлă.
Сăн ỹкерчĕкре: Владимир Ванерке хваттер уççи панă вăхăтра.