АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Кĕр пики - 2014"

24 октября 2014 г.

"Кĕр пики - 2014"

 

Иртнĕ шăмат кун Çĕнĕ Пуянкассинчи информаципе культура центрĕнче кану каçĕ йĕркелерĕç.

Малтанах Л.Васильева библиотекарь ЧАССР халăх артисчĕ, РСФСР К.С.Станиславский ячĕллĕ Патшалăх премийĕн лауреачĕ, драматург, Геннадий Терентьевич Терентьев çуралнăранпа 85 çул çитнĕ май презентаци кăтартрĕ. Паллă ентешĕмĕр пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен каласа пачĕ вăл.

Унтан сцена çине ялти шкулчченхи учреждение çỹрекен Милана тухрĕ. "Осень, осень наступила" ятлă юрра шăрантарчĕ пĕчĕкскер.

"Кĕр пики_2014" ята илессишĕн вунпĕрмĕш класра вĕренекенсем пултарулăхне кăтартрĕç çакăн хыççăн. Хăйсемпе паллаштарчĕç, сцена çинче тыткалассипе тупăшрĕç, куçĕсене çыхса кишĕр турарĕç, хăйсем хатĕрленĕ апат-çимĕç çинчен каласа пачĕç, юрларĕç. Мода конкурсĕ те пулчĕ.

"Илемлĕ кĕр", "Ылтăн йывăç", "Çулçă тăкăнни", "Кĕр патши", "Кĕр парни" ятлă пулчĕç хĕрсен тумĕсем.

С.Кириллов, М.Васильев тата Т.Антонова жюри членĕсене çăмăл пулмарĕ. Юлашкинчен "Кĕр пики-2014" ята Аня Константинова тивĕçлĕ пулни çирĕпленчĕ. Конкурса хутшăнакансене пурне те Хисеп грамотисемпе, парнесемпе чысларĕç, шкулти обществăлла пурнăçра маттур пулнăшăн тав турĕç, вĕренỹре ăнăçусем сунчĕç.

А.Владимиров "Ылтăн кĕркунне", 5 çулхи Карина "Принцесса" ятлă юрăсемпе савăнтарчĕç курма килнисене, Э.Кириллова, А.Федотова, Г.Константинова, Л.Соловьева, Т.Петрова юррисене те халăх ăшшăн йышăнчĕ. Т.Ефимова хатĕрленĕ ташăсем уяв каçне илемлетрĕç.

"Кĕркунне - 2014" тесе çырнă кукăле пĕрле тутантăмăр юлашкинчен.

Л.СОЛОВЬЕВА.

Сăн ỹкерчĕкре: конкурса хутшăннă Оксана Григорьева, Настя Гордеева, Аня Константинова, Наташа Владимирова тата Ирина Петрова.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика