24 октября 2014 г.
Вăхăт чупни сисĕнмест. Енĕш Нăрвашра пурăнакан Евдокия Григорьевна Дмитриева, ялти пек каласан - Туççа аппа, çут тĕнчене килнĕренпе 80 çул çитрĕ. Çак кунсенче вăл çывăх тăванĕсене кĕçĕн ывăлĕ йĕркеленĕ "Упа кĕтесне" сумлă уяв кĕрекине пуçтарчĕ. "Кашни çынах çĕр çине телей курма çуралать, анчах пурнăç аллинче шăпи урăхла вылять", - шăранаççĕ юрă сăмахĕсем. Çапла, Туççа аппана та шăпи пуçран ачашласа ỹстермен. Йышлă çемьере (2 ывăл та 3 хĕр) Çĕмĕрле районĕнчи Хĕрлĕ Октябрь ятлă поселокра, авăн уйăхĕн 23-мĕшĕнче 1934 çулта çуралнă вăл. Вăрçă пуçлансан иккĕмĕш куннех вăрçа тухса кайнă ашшĕ. "Пуçана, ман ачасене ан пăрах", - тенĕ вăл арăмĕн аслă аппăшĕн упăшкине хăй вăрçа тухса кайнă чухне.
Пỹртне туса пĕтереймен пирки Нăрваша кукамăшĕ патне куçса килнĕ вĕсем. Кунта та ниçта пурăнма çук. 1938 çулта тухнă пушарта кукамăшĕн пỹрчĕ те çунса кĕлленнĕ. Çапах та пăрахмасть кукамăшĕ хăйĕн хĕрĕн çемйине. Кукамăшĕ уйăрса панă лаша витинчен амăшĕ пĕчĕк пỹрт тутарать. Туççа аппана хăйĕн аслă аппăшне усрава парать. Кунта та ырлăхĕ пулман уншăн. Йыснăшĕ вăрçа тухса кайнă, Марине аппăшĕ - Йăнтăрча окоп чавма. Килте йыснăшĕн ашшĕпе (асатте тесе чĕннĕ вăл ăна), 70 çулти ватăпа тăрса юлнă вĕсем.
Ялти шкулта 8 çул вĕреннĕ хыççăн малалла вĕренме май килмен. Хуçалăх ĕçне пуçăннă Туççа аппа: бригадăра вăл уйран кĕлте, утă-улăм, паранкă турттарнă лашапа, кĕлете тырă антарнă. Çу кунĕсенче уй-хир культурисене çум курăкран тасатнă.
1981 çулта Евдокия Григорьевна ялти культура çуртĕнче ĕçлеме пуçланă. 20 çул ытла вăй хунă вăл çакăнта. Тасалăхпа тирпейлĕхе тытса пынисĕр пуçне вăл чечексем ĕрчетнĕ. Клуб кантăкĕн саккисем çинче хĕлĕн-çăвĕн ешернĕ вĕсем, иртсе çỹрекенсене хăйсен илемĕпе савăнтарнă.
Хĕр чухне ялти Якку Васильч Элекçейĕпе туслă пулнă пулин те, унпа ĕмĕр ирттерме турă пỹрмен иккен ăна. 1956 çулта вăйăран Элекçейĕн çывăх юлташĕ, Мĕтри Кули, вăрласа кĕнĕ ĕçчен те маттур хĕре. Пурнăç çулĕпе пĕр-пĕрне ăнланса, юратса пĕрле утнă вĕсем, виçĕ ывăл çуратса ỹстернĕ, çĕр-шыва юрăхлă çын тунă.
"Инкек куçа курăнса килмест", - теççĕ. Шел, вăталăх ывăлĕ чире пула пурнăçран çамрăклах уйрăлса каять. Чĕрине операци тунă хыççăн наркозран вăранайман 22 çулхи каччă.
Аслă ывăлĕ Владимир шкултан вĕренсе тухсан малтан пĕр кана Саратовра ĕçлет, унтан тăван тăрăха каялла таврăнать. Çĕнĕ Шупашкарти хими заводне ĕçлеме кĕрет те, паянхи кунчченех унта вăй хурать. Мăшăрĕпе вĕсем икĕ хĕр çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Халĕ мăнукĕсемпе савăнаççĕ, вĕсене ура çине тăратма пулăшаççĕ.
Кĕçĕн ывăлĕ Тăвай тăрăхĕнче çеç мар, республикипех паллă. Колхозăн юхăннă садĕнче Сергей Николаевич Дмитриев "Упа кĕтесĕ" кану вырăнĕ йĕркелерĕ. Унта канакансен кăмăлне тивĕçтермешкĕн пур условисем те пур. Хĕпĕртет амăшĕн чĕри ачисем маттурришĕн. Анчах упăшки унăн савăнăçне пĕрле пайлама пултарайманни çеç пăшăрхантарать ăна. Шалкăм çапнă хыççăн ураланайман Куля пичче, 2003 çулта мăшăрне тăлăха тăратса хăварнă.
Çулĕсене кура мар маттур та хастар-ха Туççа аппа. Килте пĕр самант та ĕçсĕр лармасть вăл. Чечексем ĕрчетет, кил таврашĕнче тăрăшать. Çуллахи вăхăтра эмел курăкĕсем пуçтарать. Унăн кил-çурчĕ канмалли кунсенче ачисемпе мăнукĕсен сассисемпе тулать. Пурĕ 7 мăнук тата мăнукĕсен ачисем 4. Пăрахмаççĕ амăшне-асламăшне ачисемпе мăнукĕсем. "Тавах, анне, аттепе иксĕр пире пурнăç парнеленĕшĕн, ỹстерсе çĕр-шыва юрăхлă çынсем тунăшăн: сана эпир юрататпăр, хисеплетпĕр, пурнăçра ыррине кăна сунатпăр", - теççĕ.
З.ШУТОВА, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен. Енĕш Нăрваш ялĕ.