АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Спорт - пирĕн пурнăçра"

24 октября 2014 г.

"Спорт - пирĕн пурнăçра"

 

Пĕрлехи информаци кунĕнче Чăваш Енре "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" форум çỹллĕ шайра иртни çинчен калаçрĕç. Волонтерсем те спортри массăлăха аталантарассипе ырă витĕм кỹнине палăртрĕç.

2008 çулта йĕркеленнĕ "Тĕмер çамрăкĕсем" волонтер команди, паянхи кун та хăйĕн ĕçне аван йĕркелесе пырать. 10 волонтер уроксем хыççăн та ачасен пурнăçĕ интереслĕрех, хаваслăрах, усăллă ирттĕр тесе тĕрлĕрен мероприятисем йĕркелеççĕ.

Çак кунсенче волонтерсем кĕçĕн класра вĕренекенсем хушшинче "Кирлĕ-и пире спорт?" калаçу тата "Эпир сывă пурнăçшăн!" спорт ăмăртăвĕ йĕркелесе ирттерчĕç. 4 команда мала тухассишĕн тупăшрĕ. Пурте маттур пулчĕç. "Сывлăх - пирĕн пуянлăх, сывлăх _ чи кирли, çавăнпа та спортпа туслă пулмалла" - пĕтĕмлетỹ турĕç пуçтарăннисем. Унтан вăййа хутшăннисем "спорт" сăмахри саспаллисем пек тăрса: "Эпир сывă пурнăçшăн", - терĕç.

5-6 классем вара волонтерсем хатĕрленĕ "Мир наших увлечений - спорт" презентаци пăхрĕç. Тĕрлĕрен спорт вăййисене, сывлăх çинчен калакан ваттисен сăмахĕсемпе тупмалли юмахсене аса илчĕç. Калаçуран ачасем спортпа туслă пулни, физкультура урокĕсене юратса çỹрени палăрчĕ.

Н.БОЛЬШОВА. Тĕмер шкулĕ.

Сăн ỹкерчĕкре: ăмăрту вăхăтĕнче.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика