24 октября 2014 г.
Кĕтмен çĕртен алăк уçăлса кайрĕ те темиçе çул курман çывăх тăванăм йăл кулса кĕрсе тăчĕ. Часрах сăмавар лартса ятăм. Çав вăхăтра асаннен сăмахĕсене аса илтĕм. Аякран килнĕ хăнана чейпе кăна мар, "çуттипе" сăйламалла тетчĕ вăл. Мункун уявĕнче ваттисене асăнма чиркỹрен эрех илсе хунăччĕ. Унпа тăванăма хăналама шутларăм. Анчах кĕленчине уçаймарăм. Килнĕ хăнапа иккĕн те хупкăча туртса кăларас тесе тăрăшрăмăр, çук - усси пулмарĕ. Аптăранă енне пĕр-пĕр çынна тĕл пулмăпăр-ши тесе урама тухрăмăр. Ăраскала, пĕр арçын иртсе пырать. "Ачам, çак эрех кĕленчине уçса параймăн-ши, хăнана ниепле те сăйлаймастăп вĕт", - тесе тархасларăм.
Унччен те пулмарĕ хайхискер эрех пăккине туртса кăларчĕ. Анчах çав çеккунтрах кĕленчене пуç хĕрлĕ тытса ланкăртаттарса ĕçме тытăнчĕ. Иçмасса, хуть тĕпне хăвар тесе калама та ĕлкĕреймерĕм.
Ольга ЛЕОНТЬЕВА.