АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Музейра - ỹнер куравĕ

21 октября 2014 г.

Музейра - ỹнер куравĕ

 

Иртнĕ эрне кун Тăвайри тавра пĕлỹ музейĕнче пирĕн ентешĕн, педагогика наукисен кандидачĕн, Чăваш патшалăх ỹнер музейĕн директорĕн Геннадий Васильевич Козлов картинисен куравĕ уçăлчĕ. Пĕр чарăнми лỹшкекен çумăра пăхмасăр савăнăçлă мероприятие куракансем йышлăн пухăнчĕç - библиотекăпа культура ĕçченĕсем, вĕрентекенсем, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем, "Надежда" клуб членĕсем, шкул ачисем. Художник курава 40 ĕç тăратнă. Вĕсем пурте тенĕ пекех тăван тавралăха, çут çанталăк илемне çулталăкăн тĕрлĕ вăхăтĕнче сăнласа параççĕ. Картинăсенче эпир тĕссен пуянлăхĕпе килĕшỹлĕхне кăна мар, вĕсем художник чунĕ витĕр сăрхăнса тухнине, çавăнпа та пире çывăх та хаклă пулнине туйса тăратпăр. Пир çинчи сăнсем чĕрĕ, сĕтеклĕ, ахальтен мар куракансем те, тухса калаçакансем те пирĕн тăрăхра тата тепĕр пултаруллă художник ỹссе çитĕннине, унăн курава тăратнă ĕçĕсем тăван çут çанталăка мухтаса çырнă гимн пулса тăнине палăртрĕç. Курава уçнă вăхăтра район администрацийĕн ертỹçи В.Ванерке, Тăвай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Васильев, пулас ỹнерçĕсене Чỹкçырми тата Тăвай шкулĕсенче вĕрентнĕ З.Н.Герасимова, Е.Т.Федорова, В.К.Терентьева, О.Ф.Шишова ветерансем, худграфра пĕрле вĕреннĕ юлташĕсем С.Захарова, В.Стифонов, А.Индюков, В.Петров сăмах тухса каларĕç. Ырă та ăшă сăмах нумай пулчĕ ỹнерçĕ ячĕпе.

Автор кĕскен хăйĕн пурнăç çулĕпе паллаштарчĕ. Вăл пирĕн районти Вăрманхĕрри ялĕнче йышлă та туслă çемьере çуралса ỹснĕ. Ялти 8 çул вĕренмелли тата Тăвайри вăтам шкулсенче вĕреннĕ. ГПТУ хыççăн Шупашкарти трактор заводĕнче монтажник-высотникре тăрăшнă. Çар службинчен таврăнсан тăван колхозра трактористра вăй хунă. 1983 çулта Чăваш патшалăх педагогика университечĕн художествăпа графика факультетне çул тытнă. Вĕренсе тухсан Самар тата Ярославль хулисенче ачасене ỹкерес ĕçе вĕрентнĕ. 1992 çултан пуçласа хăй вĕреннĕ институтра преподавательте ĕçлет, доцент, педагогика наукисен кандидачĕ (1998 ç.). 2003 çултанпа Чăваш патшалăх ỹнер музейĕн директорĕ.

Мăшăрĕ Ирина Александровна - педагогика наукисен докторĕ, республикăри культура институчĕн ректорĕ. Вĕсен хĕрĕ Евгения Геннадьевна Прагăра пурăнать.

Вăрманхĕрринчи Козловсен йăхĕнчен сахал мар паллă çын тухнă. Унăн пиччĕшĕ - Владимир Васильевич Козлов - психологи наукисен докторĕ, Пĕтĕм тĕнчери психологи наукисен академийĕн чăн членĕ, ăслăлăх канашĕн секретарĕ. Вăл ăслăлăх кĕнекисен авторĕ, тĕнчери психологи конференцийĕсемпе симпозиумсене хутшăнать. Анатолий Козлов (йывăр тăпри çăмăл пултăр) районта паллă юрăç, гитарист пулнă. Виталий Козловăн та алли-ури ылтăн. Валентина Васильевнан ывăлĕ Володя Суриков училищинчен вĕренсе тухнă, реставратор. Пĕр сăмахпа, Козловсем - пурте талантлă çынсем. Ĕçченлĕхе, çинетăраслăха вĕсем пĕчĕкрен ашшĕ-амăшĕнчен - Василий Григорьевичпа Наталия Михайловнăран хăнăхса ỹснĕ. Ашшĕ-амăшĕ тĕлĕнмелле пуçаруллă çынсем пулнă. Анлă чун-чĕреллĕскерсем, ачисенче пĕчĕкрен ырă ĕмĕт-тĕллевсене вăратма пĕлнĕ. Çавăнпа ĕнтĕ халăхри пек ытарлăн калас-тăк, ỹркенмен ăста пулнă.

Геннадий Васильевич Козловран чылайăшĕ библиотекăсем валли унăн пултарулăхне халалланă ЧР Культура министерствипе художниксен союзĕ тата патшалăх ỹнер музейĕ пĕрле кăларнă "Сокровенное" кĕнекене ыйтса илчĕ. Курав Тăвайра пĕр уйăх ĕçлет, унпа кашни çыннăн паллашма тăрăшмалла. Ỹнерçĕн ĕçĕсем пире пурнăçа, çут çанталăка хаклама, тăван тăрăхсене юратма вĕрентеççĕ.

И.СОЛОВЬЕВ.

Сăн ỹкерчĕкре: куравра район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке сăмах калать.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика