АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аманнă çынсене сыватать

21 октября 2014 г.

Аманнă çынсене сыватать

 

Ку сăн ỹкерчĕкре эсир Канашри хула больницинче вăй хуракан Сергей Александрович Шернене куратăр. 20 çула яхăн врач-травматологра тăрăшать вăл.

Ăна сăнанă май чунри шиклĕх туйăмĕ сирĕлет, ырату самаях тамалать. Ăшă куçĕсем, хăйĕн ĕçне яланах лайăх пурнăçлакан аллисем инкек ытамĕнчен сывлăхлă тухас шанăçа вăйлатаççĕ.

Тĕл пулса калаçма çăмăл пулмарĕ Сергей Александрович Шернепе. "Мускав хулине лекци итлеме çула тухнă", - терĕç малтанхинче кайсан. Тепрехинче вăл операцире пулчĕ, виççĕмĕш хутĕнче вара, телефонпа калаçса татăлнă хыççăн, тĕл пулма май килчĕ.

-Вăхăт нумай мар. Аманнă çын кĕтет. Мухтанмалли нимех те çук, ыттисем пекех пурнăçлатăп хамăн тивĕçĕмсене, - терĕ, сăпайлăн кулса, врач-травматолог.

Çакнашкал ырă кăмăллă вĕсем - Тăвай енĕн сумлă çыннисем. Çапла, Сергей пирĕн районти Чутей ялĕнчи служащисен çемйинче 1971 çулхи пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнче кун çути курнă.

Ашшĕне, Александр Сергеевича, "Советская Россия" колхозăн тĕп бухгалтерне, хваттер парсан, вĕсем 1973 çулта Тăвай ялне куçса килнĕ. Çемье пуçĕ тĕрлĕ çĕрте шут ĕçне тивĕçлĕ шайра пурнăçланă. Кил хуçи арăмĕ, Валентина Николаевна, медсестрара тăрăшнă. Икĕ ывăл çитĕнтернĕ Шернесем.

Сергей Александрович амăшĕн çулĕпе кайнă, унăн профессине суйласа илнĕ. Сывлăх сыхлавĕн аслă пĕлỹллĕ ĕçченĕ пулас тĕллевпе, 1988 çулта вăтам шкул ăнăçлă пĕтернĕ хыççăн, Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультечĕн алăкĕсене уçнă. "Сывату ĕçĕ" специальноçа суйласа илнĕ ентешĕмĕр. Унтан лайăх вĕренсе тухнă.

"Мĕншĕн аманнисене сиплессипе тăрăшма пуçланă эсир? Шăмăсемпе ĕçлесси - медицина работникĕсен чи кăткăс тĕллевĕсенчен пĕри пулĕ? - тĕпчетĕп малалла.

-Кашни тухтăрăнах ĕçĕ ответлă ĕнтĕ. Çын ыратăвне сиплеме анлă тавракурăм, çирĕп пĕлỹ, лайăх ăсталăх кирлĕ. Йывăр аманнă çынна утакан тăвас тĕллеве ăнăçлă пурнăçланă малтан, çакăн хыççăн пуçланнă та вара травматологăн ỹсĕмĕсем. Хăв тăрăшнипе чирлисен пит-куçĕсенче савăнăç йăлкăшма пуçласан, малалла тата хавхаланса ĕçлес килет, - хурав пачĕ Сергей Александрович.

Унăн аллисем чăннипех ăста пулнине çак йĕркесен авторĕ те çирĕплетме пултарать. Сулахай алă çинчи хытă шыççа кăтартса пăхнăччĕ ăна. Сергей Шерне врач шалалла тĕксе кĕртсе янăччĕ мозоле. Унтанпа алă ыратмасть. Малтан вара кастармалла мар-ши тесе шухăшлаттăм?

Ĕçне кура - сумĕ. Хăйĕн тивĕçĕсене лайăх шайра пурнăçласа пыракана хăвăрт асăрхаççĕ. 2008 çулта Сергей Александрович Шернене Канаш хулинчи больницăн травматологи уйрăмне ертсе пыма шанаççĕ. Аслă категориллĕ врач вăл. Тĕрлĕ наградăсене тивĕçлĕ пулнă, чылай çынран тав сăмахĕсем илтнĕ.

Çемьеленнĕ С.Шерне врач-травматолог. Мăшăрĕпе, Светлана Анатольевнапа, икĕ хĕр çитĕнтереççĕ. Медицина ĕçченĕсен çемйи Канаш хулинче йăва çавăрнă.

-Ĕçлеме пуçланăранпа миçе çынна сыватнă-ши эсир? - сăмах çăмхине малалла кустартăм эпĕ.

-1995 çултанпа 6 пин операци те тунă пулĕ, - пулчĕ хурав.

Мĕн чухлĕ çынна телей кỹнĕ ав пирĕн хаклă ентешĕмĕр? Маттур.

-Каçарăр та, мĕншĕн ĕç вырăнне Тăвай районĕн больницине суйласа илмен? Тăван вырăнсенче пурăнакансем те сирĕнтен пулăшу кĕтеççĕ ĕнтĕ.

-Халь пирĕн больницăна аманнă çынсене тĕрлĕ районтан илсе килеççĕ, паллах тăвайсене те. Эпĕ вĕсене кирек хăш вăхăтра та сиплеме хатĕр, - терĕ Сергей Александрович ура çине тăрса.

Калаçу вĕçленнине систерчĕ ĕнтĕ.

-Мăшăрăма сыватнăшăн тав тăватăп сире, ĕçĕр ăнса пытăр, Тăвай ене пырсан, кĕрсе курăр, - опытлă тухтăра ырă сунма васкарăм юлашкинчен.

-Инкекĕ урăх ан пултăр, май килнĕ таран тăтăшрах пулма тăрăшатăп Тăвай ялĕнче. Унта манăн шăллăм, Валерий Александрович, çемйипе пурăнать. Район администрацийĕн экономика пайĕнче тăрăшать, вăл та аслă пĕлỹ илнĕ. Салам калăр ăна манран. Урăх ан чирлĕр," - тесе ăсатрĕ пире Канаш хулинчи больницăн травматологи уйрăмне ертсе пыракан Сергей Александрович Шерне.

А.НИКИТИНА.

Сăн ỹкерчĕкре: С.Шерне врач-травматолог ĕçре.

В.НИКИТИН сăн ỹкерчĕкĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика