АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Крымри çырав

21 октября 2014 г.

 

Раççей Федерацийĕн тытăмне кĕнĕренпе Крым федераллă округра пуçласа масштаблă халăх çыравĕ пуçланнă. Вăл октябрĕн 25-мĕшĕччен пырать. Крым çур утравĕнче пурăнакансен 33 ыйту çине хуравламалла. Анкетăра çынсен хăйсем пурăнакан вырăна, çемйи çинчен, национальноçа, тупăшсен шайне кăтартмалла. Крымра вăхăтлăха пурăнакан çынсем валли ятарлă анкета хатĕрленĕ. Сăмахран, вĕсен кунта мĕн тĕллевпе килнине тата хăçанччен пурăнассине пĕлтермелле.

Çырав итогĕсем Крым аталанăвĕн программисем хатĕрлес ĕçре пысăк витĕм кỹмелле. Çавăн пекех тĕп задачăсенчен пĕри - этника ушкăнĕсен йышне палăртасси. Крымра юлашки хут Пĕтĕм Украинăри халăх çыравĕ 2001 çулта иртнĕ. Ун тăрăх, çав вăхăт тĕлне çур утравра 2,34 млн. çын пурăннă.

х х х

Аса илтеретпĕр, 2016 çулта июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа августăн 15-мĕшĕччен Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ иртет. Çитме йывăр, аякра вырнаçнă ялсенче ăна сентябрĕн 15-мĕшĕпе ноябрĕн 15-мĕшĕччен йĕркелеççĕ. Статистика кăтартăвĕсем тăрăх çĕр-шывра 2016 çулхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăхĕнче лару-тăру мĕнле пулнине палăртĕç. Çырав ирттерме хатĕрленсе республикăра ведомство комиссийĕ тунă.

Çырав йĕркелени аграри политикин тухăçлăхне ỹстерме пулăшать.

Пĕрремĕш хут ял хуçалăх çыравĕ 2006 çулта иртнĕ.

А.КАЛИСТРАТОВА, Чăвашстатăн районти тĕп специалист-эксперчĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика