АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сирĕн ыйтăва тимлĕн пăхса тухĕç

21 октября 2014 г.

 

Улма-çырла, пахча çимĕç, кĕрпесем, чечексем, вăрлăхсем тата ытти те туяннă чухне çынсем çав япаласем çинче ăнланмалла мар çĕрĕксем, хуртсем, çỹп-çап хутăшĕ е пачах пĕлмен кăпшанкăсем асăрхама пултараççĕ. Анчах кун пек тĕслĕхсенче çынсем хăйсене мĕнле тытмаллине, камран пулăшу ыйтмаллине пĕлсех каймаççĕ. Асăннă пĕтĕм продукци карантин тĕрĕслевĕн йĕркине кĕрет, ỹсен-тăрансен карантин сферинчи Раççей Федерацийĕн законодательствин требованийĕсене мĕнле пăхăннине вара ветеринарипе фитосанитари надзорĕн Федераллă служби тĕрĕслесе тăрать. Унăн тĕп задачисенчен пĕри _ çĕр-шыв территорине сăтăр тăвакан ỹсен-тăрансене, чир-чĕр пуçаракан микробсене тата çавăн пекех карантин пĕлтерĕшлĕ çум курăксене илсе кĕрессинчен тата вĕсем сарăласран сыхлассине тивĕçтересси.

Чăваш Енри Россельхознадзор Управленийĕн должноçри сотрудникĕсем карантин йĕркине лекекен продукцие пăхса тата тĕпчесе тишкермелли тĕрĕслев ĕçĕсем тăваççĕ. Карантин тĕрĕслевĕн йĕркине ỹсен-тăран продукцийĕ, тара, чĕркемелли (тĕркемелли) япаласем, тăпра, сиенленнĕ тата вĕсене сарăлма май паракан организмсемпе материалсем кĕреççĕ.

2000 çулхи июлĕн 15-мĕшĕнчи 99-ФЗ номерлĕ "Ỹсен-тăран карантинĕ çинчен" федераллă законăн 11 статйипе килĕшỹллĕн карантин йĕркине лекекен продукцие турттаракан, упракан тата унпа сутă тăвакан организацисен, уйрăм предпринимательсен тата çынсен карантин йĕркинчи сиенлĕ объектсемпе сиенленнин паллисене асăрхани çинчен çийĕнчех патшалăх надзор органне пĕлтермелле. Карантинлă фитосанитари зонинчен карантин йĕркине лекекен продукцие турттарма патшалăх надзор органĕ паракан законпа çирĕплетнĕ карантин сертификачĕ кирлĕ. Вăл турттаракан продукци шанчăклăхĕпе тивĕçлĕ правилăсемпе нормăсене тивĕçтернине çирĕплетсе пырать. Карантин йĕркинчи продукцие Раççей Федерацийĕн территорине чикĕ тулашĕнчен илсе кĕме фитосанитари сертификачĕ кирлĕ пулать.

Анчах та тỹрĕ кăмăллă мар, тирпейсĕр çынсемпе уйрăм предпринимательсем вăйра тăракан правилăсемпе нормăсене пăхăнмаççĕ, вĕсен требованийĕсене куçкĕрет пăсаççĕ. Хăйсен çакнашкал хăтланăвĕпе вĕсем карантинлă сиенлĕ объектсене хамăр пата илсе килес тата вĕсене сарăлма майсем туса парас хăрушлăх кăларса тăратаççĕ.

Енчен те эсир улма-çырлапа пахча çимĕç, кĕрпесемпе вăрлăхсем туяннă чухне вĕсем çинче сиенлĕ организмсем пуррине асăрхарăр пулсан, ун çинчен хăвăр тĕллĕн е коллективлă майпа Чăваш Республикинчи Россельхознадзор Управленине çак адреспа - Шупашкар хули, Крупская урамĕ, 9-мĕш çурт - пĕлтерме тăрăшăр. Çырса пĕлтернĕ чухне патшалăх органĕн ятне, должноçри çыннăн хушаматне, ятне, ашшĕ ятне, унăн должноçне тата ответа мĕнле адреспа пĕлтермеллине, мĕнле ыйтупа хурав кĕтнине кăтартмалла, алă пусса дата лартмалла. 54-55-66, 54-55-61, 52-80-29 телефонсемпе те çыхăнма юрать.

Е.ПОКРОВСКАЯ, ЧР Россельхознадзорăн Управленийĕн аслă патшалăх инспекторĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика