21 октября 2014 г.
Октябрĕн 17-мĕшĕнче РСФСР тава тивĕçлĕ, Чăваш АССР халăх артисчĕ, РСФСР К.С.Станиславский ячĕллĕ Патшалăх премийĕн лауреачĕ, драматург, Геннадий Терентьевич Терентьев çуралнăранпа 85 çул çитрĕ. Мухтавлă ентешĕн пурнăçĕпе пултарулăхне халалласа районти ача-пăча библиотекинче курав йĕркеленĕ. Вăл автор çырнă кĕнекесенчен, хаçат-журналсенче ун çинчен пичетленнĕ статьясенчен, архивра упранса юлнă сăн ỹкерчĕксенчен тăрать.
Паллă артист ячĕпе унăн тăван ялĕнче те - Çĕнĕ Пуянкасси ял тăрăхĕнче - мероприятисем ирттерме хатĕрленеççĕ. Геннадий Терентьев тĕрлĕ енлĕ талант шутланнă. Вăл артист кăна мар, писатель те, купăсçă та, юрăç та, илемлĕ вулакан та - тăван районăн, тăван республикăн чăн-чăн патриочĕ пулнă. Унăн сăнарĕ яланах тăван халăхăмăр асĕнче пурăнĕ.
В.ИВАНОВ.