17 октября 2014 г.
Пĕрлехи информаци кунĕнчи тĕп темăсенчен пĕри "Раççей - спорт патшалăхĕ" Пĕтĕм тĕнчери V спорт форумне ирттернин итогĕсемпе паллаштарасси пулчĕ. Ун çинчен пире Шупашкартан района килнĕ информушкăн ертỹçи - ЧР физкультурăпа спорт тата туризм министрĕн пĕрремĕш çумĕ А.Н.Яковлев каласа пама кăмăл турĕ.
-Алексей Николаевич, пирĕн Чăваш Ен пирки спорт регионĕ тесе ахальтен каламаççĕ ĕнтĕ?
-Ку вăл, чăнах та, ăнсăртран мар. 2013 çул кăтартăвĕсем тăрăх, Чăваш Республики физкультурăпа спорт енĕпе Раççей Федерацийĕн Правительствин наци премине тивĕçнĕ, 2012 çул кăтартăвĕсем тăрăх Пĕтĕм Раççейри смотр-конкурсра иккĕмĕш вырăна çĕнсе илнĕ. Чăваш Енре пурăнакан кашни виççĕмĕш çын спортпа туслă. Спорт шкулĕсене 31 пин ачапа çамрăк çỹрет. Республикăра спорт сооруженийĕсемпе тивĕçтересси 45,9 процентпа танлашать. Çак кăтартăвах Раççейре вăтамран 28,6 процент.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев физкультурăпа массăллă спорта аталантарас енĕпе питĕ тăрăшать, ку енĕпе хăй те сывă пурнăç йĕркине пăхăнса ыттисене тĕслĕх кăтартать. Çакăншăн ăна Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин та тав тунă.
Чăваш Енре спорт площадкисем, стадионсем йышлă. Республикăра спортăн тĕрлĕ енне аталантараççĕ, спорт резервне хатĕрлес енĕпе тимлесе ĕçлеççĕ. Олимп резервĕсен ятарлă 3-мĕш спорт шкулĕнче Владимир Путин та пулнă.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ятарлă программăсемпе килĕшỹллĕн республикăра спортăн 50 объектне çĕкленине асăнчĕ. Кашни районпа хулара физкультурăпа спорт комплексĕсем тунă, вĕсене пурне те спорт шкулĕсене панă.
- "Раççей - спорт патшалăхĕ" Пĕтĕм тĕнчери V спорт форумĕн пĕрремĕш кунĕ хула çыннисем "çăлтăрпа" ирхи зарядка тунинчен пуçланнине пĕлетпĕр...
-Унта хутшăнакансене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов саламланă. Пĕтĕм тĕнчери V форум октябрĕн 9-11-мĕшĕсенче Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенче иртнĕ.
Форум Чăваш Енре тĕнчери 20 çĕр-шыв представителĕсене, Раççей Федерацийĕн 81 субъектне пĕр çĕре пухнă. Мероприятире аккредитациленĕ 2767 çын пулнă. Форума массăллă информаци хатĕрĕсен 150 ытла представителĕ çутатнă, хăнасен шучĕ - 3 пин çын ытла. "Раççей - спорт патшалăхĕ" форумăн программипе килĕшỹллĕн 18 ĕçлĕ мероприяти, спортпа педагогика общественноçĕ валли республикăри приоритетлă спорт енĕсемпе - çăмăл атлетикăпа, хĕрарăмсен ирĕклĕ кĕрешĕвĕпе, спорт гимнастикипе, сĕтел çи тенниспа, триатлонпа, самбо тата фигурăсем туса ярăнассипе 8 мастер-класс иртнĕ. Тĕп вырăнта, паллах, Раççей Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Ене килни тата Раççей Президенчĕ çумĕнчи физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ĕçлекен Канаш ларăвĕ иртни.
Спорт общественноçĕ тишкернĕ ыйтусенчен пĕри - ГТО (ĕçпе хỹтĕлеве хатĕр) комплексĕ.
Çĕнĕ Шупашкарти "Сокол" Пăр керменĕнче иртнĕ "Спорт пĕрлĕхĕнче - тĕнче пĕрлĕхĕ, пĕрлехи ĕçсен стратегийĕ" ларăва Раççей Президенчĕ Владимир Путин та хутшăннă. Вăл Шупашкарти Пĕтĕм тĕнчери V форум спортри ăсталăха ỹстерессипе тата кашни регионтах физкультурăпа спортра массăлăха аталантарассипе пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине, çĕнсе илнĕ позицие тата çỹллĕрех шая çĕклемеллине каланă.
Физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ĕçлекен Канаш ларăвĕнче Владимир Путин 2020 çул тĕлне пирĕн çĕр-шывра спортпа туслисен йышĕ 40 процентран кая мар пулмаллине палăртнă. Паян вăл - 27 процент. Чи лайăххи - çак кăтарту çулран çул ỹссе пыни. Иртнĕ ларура ГТО комплексне тепĕр хут чĕртсе тăратма, спорт клубĕсен йышне ỹстерме тата "Спорт - пурин валли те" юхăм пулăшнипе тĕрлĕ мероприятисем ирттерме йышăннине кăтартса панă Президент.
Владимир Путин Канаш членĕсемпе хăнасене малашне пурнăçламалли çĕнĕ тĕллевсемпе паллаштарнă.
Чăваш Енре демографи лару-тăрăвне, çынсен пурнăçне лайăхлатма, физкультурăпа спорта аталантарма тивĕçлĕ мерăсем йышăннине пысăка хурса хакланă вăл. Халăх сывă пулсан - общество та çирĕп. Шупашкарта пулнă май çĕр-шыв Пуçлăхĕ Владимир Путин спорт влаçăн мĕн пур юппин ĕçĕнче те тĕп вырăнта пулмаллине аса илтернĕ.
Форумăн тĕп темисене - спорт резервне хатĕрлес, ГТО комплексне çĕнĕрен пурнăçа кĕртес, массăллă спорта аталантарас, Раççей Федерацийĕнче пысăк спорт ăмăртăвĕсем ирттерес тата ытти темăсене конференцисенче, çавра сĕтел хушшинчи калаçусенче тата тĕрлĕ дискуссисенче те тĕплĕн сỹтсе явнă.
Канаш ларăвĕнче тата çавăн пекех форумăн ĕçлĕ программисенче чылай паллă спортсмен, хальхи вăхăтри паллă политика деятелĕсемпе спортри функционерсем, çав шутра Ирина Роднина, Ольга Брусникина, Светлана Журова, Николай Валуев, Александр Карелин, Федор Емельяненко, Татьяна Лебедева тата ыттисем те хутшăннă.
-Алексей Николаевич, çавнашкал яваплă та сумлă спорт форумне ăнăçлă йĕркелесе ирттерни Чăваш Еншĕн чăннипех те пысăк чыс ĕнтĕ.
-Тĕрĕсех каларăр. Республика "Раççей - спорт патшалăхĕ" Пĕтĕм тĕнчери V форум программине, унăн мероприятийĕсене, хăнасене йышăнассине, ытти мĕн пур ĕçе - вак-тĕвек таранах çỹллĕ шайра йĕркелесе ирттерчĕ. Пирĕн республика чăннипех те спорт регионĕ пулнине, кунта пурăнакансем спортпа туслине курса ĕненчĕç.
-Тавах, калаçушăн!
Пичете И.ГЛАДКОВ хатĕрленĕ.