17 октября 2014 г.

Лайăх та шанчăклă çул-йĕр йĕркелесси - патшалăхăн чи пĕлтерĕшлĕ тĕллевĕсенчен пĕри. Мĕншĕн тесен çакă пурнăçăн мĕн пур сферине ырă витĕм кỹрет. Чăваш Енри вун-вун пин çухрăма тăсăлакан çул-йĕре пахалăхлă тытса тăрас ĕçре Тăвайри "Дорстрой" ОООн тỹпи те пĕчĕк мар. Пирĕн организацире 37 çын ĕçлет.
Республикăри чылай районта кăçал та автомобиль çулĕсене юсаса çĕнетес тĕлĕшпе пысăк ĕçсем туса ирттернĕ. Сăмахран, Республика кунĕ тĕлне Комсомольскинче кĕске вăхăтрах 5,2 километр çула тĕпрен юсанă, унти урамсене 1460 метр тротуар сарнă.
Канаш хулинчи автовокзал çывăхĕнче транспорта уйăрмалли çул тунă. Шăхасан-Калинино çулне тĕпрен юсаса çĕнетессипе те сахал мар ĕçленĕ. Шупашкар хулинчи Кривов, мичман Павлов урамĕсенчи çулсене тĕпрен юсама хутшăннă Тăвайри çул-йĕр ăстисем. Çавăн пекех Вăрнар, Вăрмар, Çĕмĕрле районĕсенче те çулсене юсаса çĕнетес, транспорт хатĕрĕсене çỹреме хăрушсăрлăхлă тăвас тесе чылай вăй хунă. Хальхи вăхăтри пысăк калăпăшлă объект -Шупашкарти тракторсем тăвакан проспектра çул-йĕр тăвасси. Çак уйăхра Тăвайри çĕнĕ ача сачĕ патне çитмелли çула асфальт сарса хытармалла.
Çулсем çинче ĕçленипе пĕрлех ытти пĕчĕк объектсем те тăватпăр.
Çул-йĕр отраслĕн ĕçченĕсен професси уявĕ çывхарнă май, обществăри ĕçе чунтан парăннă çынсен ячĕсене асăнса хăварас килет. Вĕсен йышĕнче - Николай Кириллов прораб, Валерий Никифоров экскаваторщик, Владимир Журавлев, Василий Сергеев каткистсем. Акă Сергей Иванов, Владимир Иванов, Николай Моисеев, Юрий Горбунов механизаторсем, Валерий Чумышев грейдерист тĕрлĕ техникăна алла илнĕ. Кирек хăш вăхăтра та вĕсем юлташĕсене улăштарма пултараççĕ.
Юрий Капитонов бригадир ĕçе пĕлсе йĕркелесе пырать. Юрий Кузьмин, Владислав Ермолаев рабочисем те хастар. Çемье династийĕсенчен Владимирпа Андрей Потаповсене палăртмалла. Иккĕшĕ те водительсем вĕсем. Вячеслав Кувшиновпа Сергей Шашков та нумай çул тăрăшаççĕ çул-йĕр отраслĕнче. Александр Албутов, Павел Тимофеев, Александр Баталов пек çамрăк ĕçченсем ветерансенчен ырă тĕслĕх илеççĕ.
Сире, районти çул-йĕр ăстисем, ĕç ветеранĕсем, уявпа ăшшăн саламлатăп, çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу, умри тĕллевсене пурнăçлас ĕçре çитĕнỹсем сунатăп.
В.НИКОЛАЕВ, "Дорстрой" обществăн ĕç тăвакан директорĕ.
Сăн ỹкерчĕкре: çул сарнă вăхăтра.