АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Çĕнĕ васкавлă пулăшу" проект

17 октября 2014 г.

 

Канаш хулинчи Ленин площадĕнче савăнăçлă лару-тăрура васкавлă пулăшун 15 автомашинин уççийĕсене панă.

Республика Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн аллинчен васкавлă пулăшун республикăри станцийĕн икĕ уйрăмĕн водителĕсем çĕнĕ автомашинăсен уççине илнĕ. Çĕрпỹ, Канаш, Красноармейски, Тăвай районĕсенче тата Канашпа Çĕрпỹ хулисенче пурăнакансене тивĕçтерме пуçларĕç те вĕсемпе.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ, социаллă аталанупа сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова тата çывăх вăхăтра Çĕмĕрле, Улатăр хулисен, çывăхри районсен васкавлă пулăшу автопаркне çĕнетес тĕллев пурри пирки пĕлтернĕ. "Асăннă автомобильсем лайăх ĕçлеççĕ. Çур çул хушшинче вĕсем пирки асăрхаттарусем пулман", - тенĕ вăл.

"Васкавлă пулăшун республикăри станцийĕ" учрежденин тĕп врачĕ Алексей Федоров та асăннă транспорт пирки ырăпа асăннă. "Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисенче медицина пулăшăвĕ васкавлă парасси, çынсем патне хăвăрт çитесси лайăхланнă, автомашинăсем ванасси чакнă. Шупашкар хулинче чирлĕ çын патне ытларах чухне 20 минутра çитеççĕ", - пĕлтернĕ вăл.

Инвесторсем пулăшнипе автопарка çĕнетни бюджет укçи-тенкине перекетлеме май парать.

-Васкавлă пулăшу автомашинисен водителĕсен тата медицина ĕçченĕсен тĕп тĕллевĕ чирлĕ çын пурнăçне кашни тĕслĕхрех çăлса хăварасси пулмалла, _ палăртнă уççисем панă чухне Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

Ю.АЛЕКСАНДРОВА.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика