АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр улми сортлаççĕ, сутаççĕ

17 октября 2014 г.

 

Çăлпуçĕнче "Родник" тулли мар яваплăхлă общество йĕркеленсен А.Петров ертỹçĕ çĕрпе кăна ĕçлеме кăмăл тунă. Хăйĕн шухăш-кăмăлĕ, хăйĕн тĕллевĕ ĕнтĕ. Уй-хир ĕçĕсене А.Петров хăй тата Н.Шашков агроном йĕркелесе пыраççĕ. Александр Павлович Çăлпуçĕнче 2005 çултанпа пĕр улшăнмасăр вăй хурать. Тăрăшуллă, пултаруллă çын. Н.Шашков агроном та çурхи-кĕрхи ĕçсем вăхăтĕнче канăç курмасăр ĕçлет, яланах механизаторсем хушшинче вăл. Уй-хир ĕçĕсем вĕçленни чылай вăхăт иртрĕ пулсан та, Çăлпуçĕнчи тулли мар яваплăхлă обществăра халĕ те ахаль лармаççĕ. Механизаторсем кĕрхи çĕртме тăваççĕ. Уйра суха ĕçĕнче Василий Филиппов, Владимир Александров, Иван Медведев ĕçлеççĕ. Тракторсем çĕр улми ани çинче чылай вăхăт ĕçленĕ май, кăçал кĕрхи тырă акса хăвараймарĕç, халĕ акма кая юлнă. "Родник" общество кăçал çĕр гектар ытла çĕр улми лартнă, анчах вăхăтра çумăр пулманран унăн тухăçĕ хăш-пĕр лаптăксенче тухăçлах пулаймарĕ. Тăвайпа Çăлпуç хушшинчи улăхра вара лайăх тухрĕ. Выльăха çитерме юрăхлă вĕтĕрех çĕр улмисем паянхи кун та шап-шурах выртаççĕ. "Çумăр" çутаракан агрегата маларах илнĕ пулсан, тухăç тата ытларах пулма пултарнă. Мĕн тăвăн: çанталăк та, шутланă ĕçсем те ялан хамăр ĕмĕтленнĕ пек пулса пыраймаççĕ çав. Çĕр улмине путвала, выльăх витинчи хранилищĕне хунă. Ăна туянма пысăк машинăсем ютран та чылай килнĕ. Паянхи куна çĕр ĕçченĕсем сортировкăпа çĕр улми сортлаççĕ. Александр Павлович лайăх сортсене кашни пĕр-ик çултан вăрлăхлăх улăштарса тăрать. Çĕр улми сортланă çĕре куллен çирĕм-çирĕм пилĕк çынран кая мар хутшăнать. Çĕр улмине сеткăсем çине тултарса пыраççĕ. Сортировка пĕр харăс виçĕ сортли кăларать: шултри, вăрлăхлăх, выльăх валли. Çĕр улмине çынсене те сутаççĕ: шултрин килограмĕ - 12 тенкĕ, вăрлăхлăх - 15 тенкĕ.

А.ИВАНОВ. Çăлпуç ялĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика