АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялта ятлисем

17 октября 2014 г.

Ялта ятлисем

 

Тенеялĕнче сумлă юбилярсене чысланă. Вĕсенчен пĕри - Роза Николаевна Петрова (Ахтимирова) - чăваш ăсчахĕ, пĕчĕк ял ятне çỹле çĕклеме пултарнă сăпайлă та кăмăллă хĕрарăм. Вăл тĕрлĕ халăх çыравçисен хайлавĕсене чăвашла куçарнă, унăн пухмачĕнче вуншар кĕнеке, наукăпа тĕпчев ĕçĕ. Авăн уйăхĕн 12-мĕшĕнче Роза Николаевна 75 çул тултарнă. Сумлă ăсчаха Йăнтăрчă ял тăрăхĕн Хисеп кĕнекине кĕртни çинчен пĕлтерекен свидетельство, парне парса чысланă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ирина Хайдукова.

Тата тепĕр юбиляр та нумай ырă сăмаха тивĕçнĕ çак кун. Таисия Кузьминична Нестерова 75 çул тултарнă иртнĕ уйăхра. Таисия Кузьминична - çак ялти культура пурнăçне хĕмлентерекенĕ, ăна туптаканĕ, паян та халăхпа пĕрле вăл.

"Çĕре çити пуç таятпăр сире пархатарлă ĕçĕршĕн", - тенĕ хăйĕн саламĕнче Ирина Петровна.

Ялти фольклор ушкăнĕ юрă-ташăпа саламланă хисеплĕ ветерансене.

Р.ВАСИЛЬЕВА.

Сăн ỹкерчĕкре: Т.К.Нестеровапа Р.Н.Ахтимирова.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика