АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Трактора çĕр "çăтнă"

17 октября 2014 г.

 

Çĕртме уйăхĕ вĕçленес умĕн, 9-12 сехетсенелле "Т-150К" маркăллă трактор Çĕнĕ Пуянкассинчи Д. куçĕ тĕлне пулнă. Ăна 1986 çулта туса кăларнă. Регистраци номерĕ _ 0836 ЧТ21РУС, 6,988 тонна таять.

"Буяновский" ЯХПКн балансĕ çинче шутланать вăл. Тимĕр-тăмăр вырăнне хакланă трактора. Çĕнĕ Пуянкасси ялĕнчи Хуторнăй урамăн, саккăрмĕш çурчĕ умĕнче пулнă вăл.

Д. трактора вăрттăн çаратса, РФ УК 158 статйин пĕрремĕш пайĕнче кăтартнă преступление тунă, кооператива 48916 тенкĕлĕх сиен кỹнĕ. 5а тĕслĕ тимĕр-тăмăрăн пĕр тонни 7000 тенкĕпе танлашнине шутласан ку.

Ют пурлăха хапсăннă арçынна айăплав кĕтет.

О.АФОНИНА, полици капитанĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика