АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Офис уçăлчĕ

17 октября 2014 г.

Офис уçăлчĕ

 

Иртнĕ шăмат кун "Орифлейм" компанин Тăвайĕнчи офисĕ уçăлчĕ. Ку компанипе çыхăну тытакансем пирĕн районта нумайăн. Пĕрисем унăн таварĕсене рекламăлама пулăшаççĕ, теприсем чиперлĕхе упрамалли духи-дезодорант, супăнь тата ытти япаласене сутаççĕ, виççĕмĕшсем "Орифлейм" компани таварĕсемпе куллен усă курса çамрăклансах пыраççĕ.

"Орифлейм" косметика компанийĕ тĕнче рынокĕнче 1967 çултанпа ĕçлет, Раççейре - 1991 çултанпа. Вăл пĕтĕм тĕнчери 3 ытла миллион консультантпа çыхăну тытать, косметика компанийĕсенчен чи лайăххисенчен пĕри шутланать. Çулталăкри таварçаврăнăш калăпăшĕ 1,5 миллиард европа танлашать.

Унăн пирĕн район центрĕнчи офисĕ халиччен КБО пулнă çуртăн иккĕмĕш хутĕнче вырнаçнă. Адресĕ - Тăвай ялĕ, Ленин проспекчĕ, çиччĕмĕш çурт.

"Орифлейм" косметика компанийĕн офисĕнче парнесем, хакне 25 процент чакарса, тĕрлĕ таварсем тата ыттине туянма пулать. Хăвăрăн биологиллĕ ỹсĕме пĕлме май пур кунта. Тĕрĕс апатланассипе тĕрлĕ сĕнỹсем параççĕ тата.

Пирĕн районти офисăн представителĕсем кăçал "Орифлейм" çĕр-шывĕнче Швецире пулнă, "Игелес" медицинăпа наука центрне çитсе курнă, визажист тата косметолог ĕçĕсемпе паллашнă. Офисра ку енĕпе мастер-классем илме пулать.

Курнăçлă, хăйĕн пултарулăхне аталантарма кăмăллакан хĕрсемпе каччăсене çыхăну тытма чĕнет офис. Вĕрентеççĕ, ĕçре ỹссе пымалли майсем те пур.

Офис алăкĕсем хăйсене илемлĕ курас текенсемшĕн яланах уçă. "Хĕрсемпе каччăсем, эпир сире хапăлласах кĕтетпĕр", - теççĕ офис ĕçченĕсем.

А.НИКИТИНА.

Сăн ỹкерчĕкре: "Орифлейм" компанин Тăвайри офисне уçнă вăхăтра.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика