АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юбиляр патне - Президент саламĕпе

14 октября 2014 г.

Юбиляр патне - Президент саламĕпе

 

Ветерансене, тыл ĕçченĕсене сумлă юбилейпе саламласси ырă йăлана кĕнĕ ял тăрăхĕнче. Кĕрхи илемлĕ кун Йăнтăрчă ялĕнче пурăнакан Анна Игнатьевна Воробьева 90 çул тултарчĕ. Сумлă ватăна паллă юбилей ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке, Йăнтăрчă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ирина Хайдукова саламларĕç, парне пачĕç.

"Раççей Президенчĕн саламне илсе килтĕмĕр сирĕн пата. Ял хуçалăхĕнче ырми-канми ĕçленĕшĕн, нумай ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнăшăн таймапуç сире. Çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунатпăр, ачăрсемпе, мăнукăрсемпе савăнса вĕсен пулăшăвне курмалла пултăр", - терĕ Владимир Алексеевич.

Анна Игнатьевна кун-çулне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнă. Ĕне те сунă, пахча çимĕç бригадинче те, тырă сортланă çĕрте те ĕçленĕ. Мăшăрĕпе Аркадий Данилович Воробьевпа (вăрçă ветеранĕ) вунă ача çуратса ỹстернĕ, ĕçпе пиçĕхтернĕ, тỹрĕ чунлă пулма вĕрентнĕ. Иккĕшĕ те обществăлла пурнăçа хастар хутшăннă. Анна Игнатьевнапа Аркадий Данилович - ял çинче хисеплĕ çынсем.

И.ПЕТРОВА.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика